Культура вучахĕ ан сÿнтĕр
Иртнĕ кунсенче районти культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем пурте пĕрле пухăнса канашларĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев хутшăнчĕ.
Кун пек канашлу кашни çулах иртет. Ку хутĕнче те культура учрежденийĕн ĕçченĕсем иртнĕ 2019 çулхи ĕç-хĕл пирки сÿтсе явма тата малашлăх тĕллевĕсене пăхса тухма пуçтарăнчĕç. Малтанах Андрей Васильевич сăмах илчĕ. Вăл культура ĕçченĕсем район шайĕнче мĕнлерех вырăн йышăнни çинчен чарăнса тăчĕ. Культура аталанăвĕн центрĕнчи культура ĕçченĕсем вырăнти халăх валли тĕрлĕ мероприятисем, спектакльсемпе концертсем, тĕрлĕрен конкурссем йĕркелени халăхăн кăмăл-туйăмне çĕклентерсе яни çинчен те палăртрĕ. «Культура вучахĕ нихăçан та ан сÿнтĕр, сирĕн халăха савăнтарма вăй-хал тапса тăтăр», – терĕ Андрей Васильевич.
Унтан район администрацийĕн культура тата социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В.Васильев культура учрежденийĕсем иртнĕ çул мĕнлерех ĕçлесе пынипе анлăн паллаштарчĕ, 2020 çулта туса ирттермелли ĕç-хĕл пирки чарăнса тăчĕ.
«2019 çула РФ Президенчĕ В.Путин Театр çулталăкĕ тесе пĕлтернине хамăрăн республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та хапăл тусах йышăнчĕç. Çавна май эпир хамăрăн ĕçе ытларах театр çулталăкне халалларăмăр. Театр искусствине халăхра аталантарассипе нумай ĕçлерĕмĕр. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатса пырасси пулнине те палăртса хăвармалла. «Культура анлăшĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул районти пĕрлештернĕ бюджетран культура аталанăвне 26 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Çавна май Арапуçĕнчи тата Мăнçырмари культура çурчĕсенче пурĕ 2110,2 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр. Арапуçĕнчи культура çурчĕ умне брусчатка сарнă, пластик кантăксемпе алăксем лартнă, сасă тата музыка оборудованийĕ те туянма май килнĕ. Мăнçырмари культура çурчĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ. Районти культура аталанăвĕн центрĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ăшă паракан пăрăхсене улăштарнă, тÿпепе стенисене çĕнетнĕ. 2019 çул вĕçĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕнче «Радуга» кинозал уçăлнă. Паянхи кун вăл ăнăçлă ĕçлесе пырать.
2020 çула Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа «Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ» тесе палăртнă. Ку çул пирĕншĕн татах та яваплăрах пулĕ.
Культура учрежденийĕсем хăтлă пулсан унта халăх та кăмăлласах килет. Илемпе тирпей хăй патне илĕртнине пурте пĕлеççĕ. Çапла вара Чăваш Республикин «Культура тата туризм аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2020 çулта республика бюджетĕнчен 24 миллион ытла укçа-тенкĕ уйрăма тесе ыйтса çырнă. Çак укçапа районти культура аталанăвĕн центрне, Мăнçырмари, Чулкасри, Тикашри культура çурчĕсене, Вăрмарти тĕп библиотекăна, ача-пăча библиотекине, Арапуçĕнчи, Чулкасри ял библиотекисене тĕпрен юсаса çĕнетме, библиотекăсенчи кĕнеке фондне пуянлатма тата ыттине те палăртнă. Ума лартнă тĕллевсем ĕçри кадрсемсĕр пулмасть. Пур ĕçе те кунти ĕçченсемех татса параççĕ. Малашне те пурте пĕрле туслăн ĕçлесчĕ», – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Валерий Михайлович.
Малалла ĕçре уйрăмах палăрнă специалистсене Хисеп тата Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕç. Юлашкинчен районти культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи артистсем хăйсен художествăлла пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Канашлăва хутшăннă май, культура учрежденийĕсенчи ĕçченсем культура вучахне сÿнтерес марришĕн тăрăшса ĕçлени палăрчĕ.
А.НИКОЛАЕВА.