Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Астăвăмпа мухтав ҫулталăкне халалласа йĕркеленĕ семинар

Кивĕ Вăрмарти  вăтам шкулта нарăс  уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Семинар «Çĕнĕ вĕрентӱллĕ мелсем практикăра» темăпа пулчĕ.  Асăннă  семинара Астăвăмпа мухтав  ҫулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Семинар программи питĕ кăсăклă та тулли пулчĕ.  Алексеева Л.Н. «Вăрçă тата чăваш çыравçисем» темăпа  урок хатĕрленĕ. Вĕрентекен 8-9-мĕш класс программине кĕртнĕ çыравçăсен ĕçĕ-хĕлĕ  пирки чарăнса тăчĕ, ачасем Валентин Урташăн «Пурăнас килет» поэма сыпăкне, А.Алкан «Сасартăк тревога янрарĕ ирпе», «Поезд киле таврăнать». А.Вробьёвăн «Вăрçăра сахал-и пĕтрĕ Çеçпĕл?»  сăввисене вуларĕç. Илле Тукташăн сăвви тăрăх кĕвĕленĕ «Шурă кăвакарчăн», «Шурă çӱçлĕ салтак ветеран» юррисене шăрантарчĕç.

Авакова Н.Ю.  «Краеведени материалĕпе тăван литература урокĕсенче усă курасси» темăпа тухса калаçрĕ. Надежда Юрьевна 6-мĕш класра «Юрă- халăх чунĕ» пая вĕрентнĕ чухне Чăршçырма ялĕнче çуралса ӱснĕ Г.Максимов композитор пирки, «Илемлĕхе курма пӱрнĕ ача» хайлава вуланă май Н.Садюков художник çинчен, «Сын тата сцена» сăвăпа паллашнă чухне Рона Ананьева (Шигина) артистка пултарулăхĕпе паллаштарма пулни пирки, Валентина Элпи Кавал шкулĕнче вĕренни çинчен  ачасене паллаштарни çинчен каласа хăварчĕ. Краснова И.Ф. «Кам миллионер пуласшăн» вăйă сценарийĕпе паллаштарчĕ, ачасен пĕлĕвне  лото мелĕпе усă курса вĕрентни пирки чарăнса тăчĕ.

Вĕрентекенсем кирек епле мероприяти, урок ирттернĕ чухне те ачасем суранланма пултарассине те палăртса хăварчĕç,  çавăнпа  вĕсене инструкцие аса илтерме кирлине асăнчĕç.

Семинара хутшăнакансем мероприяти ăнăçлă иртнине палăртрĕç. Вĕсем пурте кашни ĕçех питĕ хастар хутшăнчĕç, чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентес ĕçри проблемăллă лару-тăрăва сÿтсе  яврĕç, пĕр-пĕрне кирлĕ сенÿсем пачĕç. 

 

ФОТО



Управление образования и молодежной политики администрации Урмарского района
19 февраля 2020
09:48
Поделиться