Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Энĕшпуçĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене халалласа астăвăм хăмисем уçрĕç

Энĕшпуçĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене халалласа астăвăм хăмисем уçрĕç

Паян Энĕшпуç ял тăрăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене халалласа астăвăм хăмисем уçрĕç. Акцине райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров, Энĕшпуçĕнчи вут-çулăмпа кĕрешекенсен Канашĕн членĕсем тата унăн председателĕ В.Нягин, ялти шкул директорĕ А.Яковлев тата кунти коллектив, çамрăк армеецсем, шкулта вĕренекенсем, вăрçă участникĕсемпе ветерансен тăванĕсем, ял халăхĕ хутшăнчĕç. Мероприятине уçса пурте шкул умĕнче пухăнчĕç. Саламлă сăмахсем хыççăн ялти активистсене грамотăсем, шкулта вăй хуракан хĕрарăмсене çывхарса килекен Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе парнесем пачĕç. ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, вăрçă участникĕ Б.Макшанцев тата унăн мăшăрĕ А.Макшанцева ячĕсемпе уçнă астăвăм хăми умне чечексем хучĕç. Митинг хыççăн торжествăлла лару-тăрура астăвăм хăмисем уçрĕç. Акцие Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă.

Фото



Районная газета "Херле ялав"
06 марта 2020
16:14
Поделиться