Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Международным женским днем

Поздравление с Международным женским днем

Хаклă хĕрарăмсем!


Сире çурхи чи илемлĕ уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр. 

Çак кун çулталăкри ытти кунсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Вăл сирĕн кулăрăн ăшшипе, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тата çĕнĕлĕхпе тулать. Эсир пире, арçынсене, хавхалантаратăр, йывăр самантсенче пулăшатăр, шанăç  паратăр, пурнăçа хăюллăрах, лăпкăрах, ырăрах тата телейлĕрех тăватăр.  Шăпах сире пула çемьере юратупа шанчăклăх хуçаланать, вучах ăшши нихăçан та сÿнместь.

Хисеплĕ хĕрарăмсем! Эпир сире ăнлануллăхшăн тата ырă кăмăллă пулнăшăн, ачасене ăс-тăнлă та пултаруллă туса пăхса çитĕнтернĕшĕн тата хăвăр çав хушăрах ĕçре, общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн чĕререн тав тăватпăр.  Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, юрату тата ăнăçу сунатпăр. Сирĕн пур ĕмĕт те пурнăçлантăр! Телейлĕ пулăр!

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                М.А. Пуклаков

Вăрмар районадминистрацийĕн пуçлăхĕ                    А.В. Васильев

Дорогие женщины!

 

Примите самые искренние поздравления с замечательным весенним праздником — Международным женским днем!

Этот день весомо отличается от других дней в году, потому что он наполняется теплотой ваших улыбок и хорошим настроением. Вы вдохновляете мужчин на созидание, поддерживаете в трудные минуты, вселяете уверенность, делаете жизнь возвышеннее, спокойнее, добрее и счастливее. Именно благодаря вам остаются вечными и незыблемыми такие ценности, как любовь и верность, семья и домашний очаг.

Милые женщины! Выражаем вам слова благодарности за понимание и добродушие, большой вклад в воспитание наших детей, ваши успехи в труде и общественной жизни.

От  всей души желаем  вам здоровья, благополучия, успехов. Пусть все ваши мечты исполнятся! Будьте счастливы!

 

Глава Урмарского района                                           М.А. Пуклаков

 

Глава администрации

Урмарского района                                                     А.В. Васильев



06 марта 2020
13:53
Поделиться