Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре

Наци проекчĕсене пурнăçлассине сÿтсе явнă

Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Республикăра наци проекчĕсене пурнăçлани çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ И.Моторин каласа кăтартнă. Республика 11 наци проектне хутшăнать. Ултă çулта проект мероприятийĕсене пурнăçлама 83 миллиард ытла тенкĕ уйăраççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне туллин пурнăçа кĕртме чăрмантаракан сăлтавсен шутĕнче, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов палăрт­нă тăрăх, ялсенче медицина кадрĕсем çитменни. «Министр çак çивĕч ыйтăва çитес вăхăтра татса пама пултарассине çирĕплетнĕ. Анчах специалистсем паян çитмеççĕ. Çавăнпа наци проектĕнче палăртнă кăтартусемшĕн кăна мар, çитменлĕхсене пĕтерессишĕн те ĕçлеме тĕллев лартатпăр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев.

Республика ертÿçи медицина кадрĕсен ыйтăвне татса памалли тĕп çул-йĕр пирки Раççей Президенчĕ В.Путин та калани çинчен аса илтернĕ. Тĕпрен илсен, вĕсем специалистсене тĕллевлĕ вĕрентсе хатĕрлессипе çыхăннă. «Кăçал пуçăннă çак ĕç 5-7 çултан тин çимĕçпе савăнтарĕ. Медицина ĕçченĕсем пире паянах кирлĕ. Çавăнпа хамăр тăрăхри вĕрентÿ учрежденийĕсемпе ку ыйтупа ĕçленисĕр пуçне ытти регионта пĕлÿ илекен студентсемпе те калаçма сĕнетĕп. Эпир вĕсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пултаратпăр, аталанма майсем çителĕклех пулĕç. Кунсăр пуçне федераци, регион программисемпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕ те парăпăр», - тенĕ Олег Алексеевич.

Иван Моторин республика экономикине аталантармалли тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтермелли ĕç-хĕл планне хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ. «Эпир малашлăхра сиксе тухма пултаракан йывăрлăхсене шута илсе бизнеса пулăшмалли мерăсене палăрт­рăмăр», - тенĕ вăл. Планра республика экономикин çирĕплĕхне тата социаллă тăнăçлăха тытса пырас тĕлĕшпе тĕрлĕ енлĕн ĕçлессине палăртнă.

Çутçанталăк чĕрĕлнипе пĕрлех обществăлла вырăнсем те илемленĕç

«Пурăнмалли кил-çурт тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн регион шайĕн­чи «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» проекчĕ шайĕнче 2019 çулта Вăрмар районĕнче нумай хутлă çуртсен умĕнчи картишсене тата обществăлла территорисене тирпей-илем кĕртессипе мероприятисем туса ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле 6 903,2 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Çак укçа-тенкĕпе усă курса Вăрмар поселокĕнчи Заводская урамĕн­чи 36-мĕш çурт умĕнчи картишне хăтлăх кĕртнĕ. Ку ĕçе туса ирттерме 757,5 пин тенкĕ тăкак­ланă. Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркне хăтлăлатма 5151,5 пин тенкĕпе усă курнă. Паркра çуран тата велосипедпа çÿремелли çула асфальт сарнă, территорине строительство ĕçĕсем пурнăçлама хатĕрленĕ, электричество çутипе тивĕçтернĕ. Аса илтеретпĕр, парка хăтлăлатас ĕçсем РФ Президенчĕ В.Путин пуçарăвĕпе пурнăçланакан «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн Чă­ваш Енри «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» проектпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. «Асфальт сарнă чухне темиçе тĕрлĕ техникăна та ĕçлеттертĕмĕр: асфальтоукладчиксем, погрузчик, экскаватор, ка­токсем тата ытти те ĕçе пысăк хă­вăртлăхпа пурнăçлама пулăшрĕç. Çав вăхăтрах пахалăх тĕп вырăнта пулчĕ, çул яка та пĕр кăлтăксăр пултăр тесе тăрăшрăмăр, асфальтăн хулăнăшĕ 5 сантиметрпа танлашмалла. Çак нормăсене пăхăнса ĕçлерĕмĕр», - пĕлтерчĕ «Транспортник» тулли мар явап­лă обществăн прорабĕ В.Миронов.

036Кĕркуннепе хĕллехи вăхăтра поселокра пурăнакансем – уçă сывлăшра уçăлса çÿреме, велосипедпа, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем, скандинави уттипе туслă çынсем е ыттисем те – Культурăпа кану паркĕнчи асфальтлă çула чылай такăрлатрĕç. Хальхи вăхăтра Раççейре, республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тĕллевпе обществăлла вырăнсенче вăхăтлăх çÿреме чарнă.

«Пурăнмалли кил-çурт тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕ шайĕнчи ĕç­сем 2020 çулта та малалла тăсăлĕç. Кăçал Вăрмарти Культурăпа кану парк­не çĕнетсе илемлетес ĕç малалла пырĕ. Планпа палăртнă тăрăх 5,313 миллион тенкĕлĕх ача-пăча площадки, архитектура палăкĕсем вырнаçтарма палăртнă. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ ĕçсене пурнăçлама пултаракан подрядчике палăртма конкурс ирттерет.

Çавăн пекех кăçал «Пурăнмалли кил-çурт тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн «Хальхи йышши хула тăрăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн Кĕтеснер ял тăрăхĕнчи «Çĕнтерÿ скверĕ» /«Сквер Победы»/ обществăлла территорине хăтлăлатма хатĕрленеççĕ. Ĕçсене пурнăçлама 996 пин тенкĕ уйăрнă. Çак кунсенче вĕсене пурнăçлама хатĕр организацисене палăртас тĕллевпе электронлă аукцион ирттернĕ. Аукцион пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх обществăлла территорине хăтлăлатассине «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ çĕнтернĕ.

037Палăртнă тăрăх тĕллевсене май уйăхĕнчен пурнăçлама тытăнмалла, июлĕн 31-мĕшĕччен вĕçлемелле. «Çĕнтерÿ скверне» тротуар плити­сем сарма, электричество çутипе, спорт инвентарĕсемпе, ача-пăча валли вылямалли хатĕрсемпе тивĕçтерме палăрт­нă. Хăтлăлатнă обществăлла вырăн ялти Культурăпа кану çурчĕ çумĕнче вырнаçĕ, ялта пурăнакансене вăхăта усăллă ирттерме пуçтаракан илемлĕ вырăн пулĕ. Ачасемшĕн те, аслă ÿсĕмрисемшĕн те. Кивĕ Вăрмарти стадиона та çĕнетес ĕçе пуçăннă пĕлтĕр, çак тĕллевпе 994,2 пин тенкĕ тăкакланă.

Пĕтĕмĕш­ле «Пурăнмалли кил-çурт тата хула тă­рăхĕ» наци проектне Вăрмар район территорийĕнче пурнăçа кĕртме 2020 çулта 6 миллион та 309 пин укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Çĕнĕлĕх

Амăшĕн капиталĕ — «Демографи» наци проектне кĕрекен патшалăх пулăшăвĕ. 2020 çулта унăн виçине пысăклатнă.

Кăçал çут тĕнчене килнĕ пĕрремĕш ачашăн 466617 тенкĕ параççĕ. Çемьере иккĕмĕш пепке çут тĕнчене килсен тÿлев 150 пин тенкĕ ÿсет. Программа вăя кĕриччен çуралнă икĕ е ытларах ача пулсан çемье 2020 çулта çуралнă ачашăн та амăшĕн капиталне тивĕçет.

Апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн сертификатне проактивлă режимра йĕркелĕç. Çапла майпа чылай çемье ăна заявлени çырмасăрах илме пултарĕ.

«Амăшĕн капиталĕн сертификатне çапла майпа пани гражданин хутшăнмасăр илме пултаракан пĕрремĕш социаллă патшалăх пулăшăвĕ пулĕ. Пĕтĕм ĕçе Пенси фончĕ хăй тĕллĕн пурнăçлĕ: мĕнпур кирлĕ информацие вăл ведомствăсен хушшинчи хутшăнусен системи урлă илсе тăрĕ. Çак тĕллеве — амăшĕн капиталне илмелли ĕç-хĕле ансатлатассине — пирĕн ума çĕршыв Президенчĕ лартать», - тенĕ РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева.

«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.



Районная газета "Херле ялав"
10 апреля 2020
08:19
2020 год (публикации)
Поделиться