Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăçне чун суйланă ĕçпе çыхăнтарнă çын телейлĕ

Пурнăçне чун суйланă ĕçпе çыхăнтарнă çын телейлĕ

Тăван чĕл­хемĕртен — чăваш чĕлхинчен — çепĕç­реххи, хак­лăраххи, çывăхраххи мĕн пултăр? Çурхи садра чечеке ларнă турат çинче илемлĕ юрă шăрантаракан кайăк сасси пекех уçă вăл, шăнкăр-шăнкăр юхакан çăлкуç пек янăравлă, хурăнлăхра ăшă çил çинче пăшăл-пăшăл тăвакан çамрăк çулçăсем пекех черчен.

Тăван чĕлхе — çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшакан хатĕр кăна мар, вăл — чăн-чăн ахах-мерчен, ăруран ăрăва куçакан пуянлăх. «Чĕлхе — халăх чунĕ», — тесе ахальтен каламан. Чăваш чĕлхи те çаплах. Чăвашсен пĕрчĕн-пĕр­чĕн пухăнса пынă ĕмĕрхи ăс-хакăл культурине типтерлĕн упрать вăл. Тăван чĕлхене хисеплемен çын хăй çуралса ÿснĕ тăван тăрăха та, ашшĕ-амăшне те хисеплемест.

1992 çултанпа апрелĕн 25-мĕшĕнче — Чăваш халăхне çутта кăларакан, çĕнĕ чăваш çырулăхне, учительсен Чĕмпĕрти чăваш шкулне никĕслекен Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕнче — Чăваш чĕлхин кунне паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак вăхăталла республикăри шкулсенче, çав шутра Вăрмар районĕнче те, чăваш чĕлхи эрни иртет, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче тĕрлĕ конкурссем йĕркелеççĕ.

Кăçал районта чăваш чĕлхи эрни апрелĕн 20-25-мĕшĕсенче иртет. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти тĕллевĕ — çитĕнсе пыракан ăрăва ăс-хакăл тата патриотизм енĕпе вос­питани парасси, вĕсене чăваш халăх наци культурипе, йăли-йĕр­ки­пе паллаштарасси. Республика территорийĕнче уйрăмах хатĕр пул­малли режим йышăннăран чă­ваш чĕлхи эрнине дистанци мелĕпе ирттерме тивнĕ. Ку вăл вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те çĕнĕлĕх пулнăран йывăрлăхсем çук мар паллах, çĕнĕ йĕрке учительсене унчченхинчен те явап­лăрах пулма хис­тет. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕсем лăпкă пулма пулта­раççĕ, мĕншĕн тесен районти вĕрентÿ тытă­мĕн­че пысăк опытлă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă вĕрентекенсем сахал мар, çав шутра чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекенсем хушшинче те. Вĕсенчен пĕри — Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăй хуракан Валентина Германовна Антонова. Пурнăçне чун суйланă ĕç-хĕлпе çыхăнтарнă çын телейлĕ теççĕ. Çак сăмахсене Валентина Германовна пиркиех каланă пулĕ, мĕншĕн тесен вăл мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. 1983 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илнĕренпех шкулта ĕçлет, ачасене тă­ван чĕлхемĕрĕн вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчеме пулăшать, тăван литературăн илемне туйма хăнăхтарать. Унсăр пуçне вăл чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекенсен шкулти пĕрлешĕвĕн руководителĕ те. Урокĕсем кăсăклă, интереслĕ иртеççĕ унăн, çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсемпе усă курнăран ача­сем пахалăхлă пĕлÿ илеççĕ.

Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсем Валентина Германовнăн чăннипех те пысăк. Вăл хăй те педагогсем хушшинчи конкурссенче час-часах палăрать, унăн вĕренекенĕсем те районта, республикăра иртекен конкурссенче, олимпиадăсенче, конференцисенче çулсеренех малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, сăмахран, 2018 çулта Анастасия Авакова, ун чухне 11А класра вĕреннĕскер, чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ Пĕтĕм халăхсем хушшинчи олимпиадăра призер пулса тăнă. Çак çитĕнÿшĕн, Анастасийăна олимпиадăна хутшăнма хатĕрленĕшĕн Валентина Германовна ЧР Пуçлăхĕн укçан паракан хавхалантарăвне тивĕçнĕ. Ку пĕр тĕслĕх кăна-ха. Çак çулсем хушшинче миçе çĕнтерÿ пулнă — пурне те пĕр статьяра çырса пĕтерес çук. Ĕçне кура наградисем те курăмлă Валентина Германовнăн. Ăста педагога РФ Вĕренÿ министерствин, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин, райадминистрацин, районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградăсемпе чысланă.

Чун суйланă ĕçĕнче тăрăшса вăй хурать Валентина Германовна, ĕçтешĕсем, ашшĕ-амăшĕсем хушшинче хисепре, ачасемшĕн те — юратнă вĕрентекен.



И.ДАНИЛОВА.
30 апреля 2020
13:32
Поделиться