Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Международным днем семьи

Вăрмар районĕн хаклă çыннисем!

Сире ырă та çутă уявпа – Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе чĕререн саламлатпăр!
Кашни çыншăн çемье – чи хакли. Вăл пире тĕрлĕ йывăрлăхсенчен хÿтĕлет, пурнăç савăнăçне парнелет, пирĕншĕн пуриншĕн те шанчăклă тĕрек пулса тăрать.
Çак уяв – тăван кил-йыша юрату парнелеме, уншăн тăрăшма, хамăра тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхласа ырăлăх ытамĕнче пăхса çитĕнтернĕшĕн атте-аннемĕре пĕтĕм чунтан тав тума тепĕр лайăх сăлтав.
Уяв ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Кашни çĕнĕ кун сире илĕртÿллĕ самантсем парнелетĕр, савăнăçпа çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пуянлаттăр!


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                     М.А. Пуклаков

Вăрма район администрацийĕн пуçлăхĕ                           А.В. Васильев

Дорогие жители Урмарского района!

Поздравляем вас с добрым и светлым праздником – Международным днем семьи!

Для каждого из нас семья – главная ценность. Она защищает нас от разных невзгод, дарит радости жизни, является  надежной опорой.

Этот праздник – это еще один повод подарить своей семье любовь и заботу, поблагодарить родителей за доброту, которой они окружали нас, оберегая от невзгод.

Поздравляя вас с праздником, желаем крепкого здоровья, счастья, удачи. Пусть каждый новый день дарит вам радостные моменты, обогащает жизнь радостью и хорошим настроением.

Глава Урмарского района                                                М.А. Пуклаков

Глава администрации Урмарского района                        А.В. Васильев



15 мая 2020
08:35
Поделиться
;