Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Регионти проектсем – культура вучахне чĕрĕлĕх паракансем

Регионти проектсем – культура вучахне чĕрĕлĕх паракансем

«Культура» наци проектне Раççей Президенчĕн «Наци тĕллевĕсем тата Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи стратеги аталанăвĕн задачисем çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн туса хатĕрленĕ. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче Чăваш Республикинче регионти 3 проект пурнăçланать: «Культура хăтлăхĕ», «Пултаруллă çынсем», «Цифрăллă культура». Вĕсене пурнăçа кĕртсе пынă май, 2024 çул вĕçлениччен республикăра ырă улшăну чылай пулмалла. Мĕнле ĕçсем палăртнă-ха çак проектсен шайĕнче? Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин сайтĕнчи информаци çакна уçăмлă кăтартса парать. Наци проекчĕпе палăртнă мероприятисене пурнăçлани культурăна мĕнпур çыншăн çывăхрах тума май парĕ.

Культура учрежденийĕсене çынсем çÿрессин кăтартăвĕ 15 процент таран, культура цифра ресурсĕсемпе усă куракансен шучĕ 5 хут ÿсмелле. Регионсенчи пултарулăх пуçарăвĕсене пулăшмалла тата кадрсен резервне туса хумалла. Ялсенчи культура, пушă вăхăта усăллă ирттермелли культура учрежденийĕсен, библиотекăсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелемелле. 2025 çулччен республикăра Культура аталанăвĕн центрне туса хума планланă. Ялсенчи пурĕ 50 клуба тĕпрен юсассине, реконструкци тăвассине е çĕнĕрен тăвассине пăхса хунă. Республикăри кинозалсене модернизацилессине плана кĕртнĕ, виртуаллă концерт залĕсене йĕркелеме палăртнă. Çак çулсенче ача-пăча искусство шкулĕсене тата культура профилĕпе пĕлÿ паракан училищĕсене çĕнĕ музыка инструменчĕсемпе, оборудованипе тата вĕренÿ материалĕпе тивĕçтермелле.

Вăрмар районĕнче 2019 çултанпа «Вырăнти культура çурчĕ», «Культура хăтлăхĕ», «Пултаруллă çынсем» регион проекчĕсем пурнăçланаççĕ.

«Вырăнти Культура çурчĕ» регион проекчĕ шайĕнче иртнĕ çул Арапуçĕнчи тата Мăнçырмари культура çурчĕсене 2375,8 пин тенкĕлĕх юсанă. Арапуçĕнчи культура çуртĕнче чÿречесене, алăксене улăштарнă, кĕнĕ çĕрте брусчатка сарнă. Культура çурчĕ валли сасă тата музыка оборудованийĕ туяннă, пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Мăнçырмари культура çурчĕн тăррине юсаса çĕнетнĕ.

Çавăн пекех пĕлтĕр Вăрмарти культурăпа кану çуртĕнче 2235, 3 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă: хутса ăшăтмалли тытăма, маччана, куракансен залĕнчи айккинчи стенасене тата сцена çинчи стенасене тĕпрен юсанă. Çавăн пекех Вăрмар районĕнчи Культура çуртĕнче иртнĕ çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче «Культура» наци проекчĕн «Культурная среда» регионти проекчĕ шайĕнче çĕнĕ «Радуга» ятпа кинозал уçăлчĕ. Раççей Федерацийĕнчи 500 пин çынран сахалрах пурăнакан вырăнсенчи кинотеатрсене пулăшу кÿрес тĕл­левпе Кино Фончĕ Вăрмарти Культурăпа кану çуртне кинооборудованипе тивĕçтерме 4 999 750 тенкĕ уйăрнă. Кинозал валли паянхи йышши çутăпа сасă оборудованийĕ, киноэкран, çемçе креслăсем туяннă. Малашне пысăк хуласене тухса çÿремесĕр, хамăр ра­йонтах, пысăк экран çинче кинофильмсем, мультфильмсем курса киленме май пур. Вăрмар район çыннисем валли, уйрăмах ачасемшĕн, ку пысăк савăнăç пулчĕ.

«Культура» наци проекчĕн «Пултаруллă çынсем» федераллă проект шайĕнче культура отраслĕ валли кадрсем хатĕрлесси çине, культура ĕçченĕсен квалификацине ÿстермелли центрсем йĕркелесси çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе вĕрентÿпе квалификаци ÿстермелли 15 центр ĕçлет. Иртнĕ çул акă çак проектпа килĕшÿллĕн Вăрмар районĕнчи культурăпа кану çуртĕнче клуб ĕçĕн методикин специалисчĕ Анастасия Геннадьевна Петрова дистанци мелĕпе С.А.Герасимов ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри патшалăх кинематографи институтĕнче «Ачасене гражданла патриотизм, кăмăл-сипет тата эстетика воспитанийĕ кÿрекен чи лайăх 100 фильм. Методикăпа практика» вĕрентÿ программипе пĕлÿ илнĕ, ятарлă свидетельствăна тивĕçнĕ. Шăпах районта «Радуга» кинозал уçăлас умĕн пĕлĕвне пуянлатрĕ Анастасия Геннадьевна. Çĕршыв историйĕпе çыхăннă фильмсенчи фрагментсене сÿтсе явассипе лекцисем итлерĕ. Шăпах Хусанти педагогика университетĕнче истори факультетĕнче вĕреннĕскер хăйĕн пĕлĕвне татах пуянлат­рĕ. «Вĕренни питĕ интереслĕ те усăллă пулчĕ. Иртнисĕр малашлăх çук. Малашне ачасене кинозалта патриотизмпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани паракан фильмсем кăтартассипе ĕçлеме палăртатпăр», - каласа парать пур енчен те пултаруллă культура ĕçченĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ Анастасия Петрова. Районти культура çуртĕнче 3 тĕр­лĕ ÿсĕмри çынсемпе ташă кружокĕсем ерт­се пырать: шкул çулне çитменнисемпе «Малышок», çамрăксемпе «Зажигай», аслă ÿсĕмрисемпе «Успех». Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕскер Анастасия Геннадьевна хăй те ачаранах ташланă, пĕчĕкренех сцена çинче пулма юратнă. 2017 çултанпа культура çуртĕнче методист пулса вăй хурать. Ĕçлеме пуçласанах культура çурчĕн официаллă сайтне тăвассипе тăрăшать, çавăн пекех интернетра «Урмары ДК», «Кинотеатр Радуга Урмары» ушкăнсем йĕркелесе ярать. Паянхи кун çынсен пурнăçĕ ытларах та ытларах виртуаллă тĕнчене куçса пырать темелле. Çакна кура культура ĕçченĕсене те паянхи йышши çĕнĕ технологисене вĕрентме тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпех кăçал апрель уйăхĕнче Вăрмар районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕн тепĕр специалисчĕ — централизациленĕ клубсен тытăмĕн секторĕн заведующийĕ Татьяна Васильевна Яковлева дистанци мелĕпе Кемеровăри патшалăх культура институтĕнче «Культура учреждени­йĕсем хăйсен цифра контентне туса хурасси, ăна аталантарасси /интернет-ресурссем, медиапродуктсем\» вĕрентÿ программипе пĕлÿ илнĕ. Çак пĕлÿ вĕсене малалла ĕçлеме пулăшать.

Татьяна Васильевна культурăра 2012 çултанпа. Малтанах вăл Арапуçĕнчи библиотека заведующийĕнче вăй хунă. 2015 çулхи март уйăхĕнчен вара районти централизациленĕ клубсен тытăмĕн секторĕн заведующийĕ. Татьяна Васильевна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи филологи факультетĕнчен вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ.

Анастасия Геннадьевнăпа пĕрле вĕсем Вăрмар районĕнчи культура центрĕн сайтне тытса пырассипе ĕçлеççĕ, пĕтĕмĕшле илсен ăна информаципе, çĕнĕ хыпарсемпе, пĕлтерÿсемпе тултараççĕ. Нумай пулмасть кăна вăл дистанци мелĕпе лекцисемпе практика занятийĕсем урлă хăйне професси шайне ÿстерчĕ, сайтпа ĕçлес енĕпе çĕнни нумай пĕлчĕ. Паллах, халĕ унăн компьютер умĕнче ытларах лармалла. Коллективпа пĕрле культура мероприяти­йĕсене хутшăннисĕр пуçне документсене тытса пырассипе те ĕçлеме тивет. «Коллективра пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе ĕçлеме тăрăшатпăр. Паянхи çăмăл мар лару-тăру часрах вĕçленессе, кулленхи ĕçе малтанхи йĕркепе пурнăçласса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Татьяна Васильевна.

Çапла «Культура» наци проектне пурнăçласа пыни пирĕн район культурине малашне те витĕм кÿрессе шанатпăр.

«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.



15 мая 2020
14:27
2020 год (публикации)
Поделиться