Йывăç тымарпа вăйлă, этем — тăванпа
«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕпе тачă çыхăну тытакан çынсем районта сахал мар, вĕсенчен пĕри — Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Василий Петрович Иванов. Хальхи саманара чылайăшĕ хăйсен йăх-несĕл тымарне тĕпчесе çемье историне упраса хăварассине мала хурать. Василий Петрович та çак пархатарлă ĕçе тытăнса хăйсен çемйин темиçе ăрăвĕн кун-çулне тĕпченĕ. Вăл «Легенды нашей победы в ВОВ 1941-1945г.г. семьи Каюковых И.М. с.Шоркистры Урмарского района 4Ç1Ç1» ятпа хатĕрленĕ альбомри материалпа кĕскен паллашар-ха. Василий Петровичăн ашшĕ те, ашшĕпе пĕртăванĕсем те Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем пулнăран пирĕн паянхи сăмахăмăр ытларах вĕсем çинчен пулĕ.
Йăх пуçĕ Ефим Каюков 1815 çулта Энĕшпуç ялĕнче кун çути курнă. Унăн Степан тата Яков ятлă ывăлсем çуралнă. Степан çемье çавăрса виçĕ ывăла пурнăç панă: Яков, Михаил тата Петр. Михаилăн ывăлĕсем вара Павел, Григорий, Иван ятлă пулнă. Кунта тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха.
Иван Михайлович 1884 çулта çуралнă, Энĕшпуçĕнчи чиркÿре староста пулса ĕçленĕ. Юнашарти Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи Домна ятлă хĕрпе çемьеленсе 6 ача çуратса ÿстернĕ — Николай, Дмитрий, Петр, Василий, Анна, Мария. Ĕмĕрĕ вăрăм пулнă Иван Михайловичăн, 94 çул пурăннă вăл.
Унăн аслă ывăлĕ Николай 1913 çулта çуралнă. 4 класс пĕтерсен Канашра мастер-строителе вĕреннĕ, çавăнтах ĕçленĕ. Совет Çарĕн ретĕнче артиллерист пулса службăра тăнă. Салтакран таврăнсан малтан Канашра, кайран тăван ялĕнче ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Николай Иванович Ленинград фронтне лекет, корпуслă 28-мĕш артиллери полкĕнче /1943 çултанпа — Гварди çарĕн 267-мĕш пушкăллă артиллери полкĕ\ тупă наводчикĕ пулса тăшмансене хирĕç çапăçать. Çак полк ретĕнче Финн кампанине, Ленинград блокадине татса кĕнĕ çĕре, ытти çапăçусене хутшăнать, 10 ытла медале тивĕçет. Вăрçă вĕçленсен тăван ялне таврăнать, нумай çул Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнче мастерта вăй хурать. Мăшăрĕпе Елизаветăпа 5 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем.
Иван Михайловичăн тепĕр ывăлĕ Дмитрий 1918 çулта çуралнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăн бухгалтер специальноçне алла илес тĕллевпе укçа ĕçлесе илмешкĕн Канашра чукун çул çинче ĕçленĕ. Ĕмĕтне пурнăçланах — Канашри финанс шкулĕнче чи лайăх паллăсемпе бухгалтера вĕренсе тухнă, çав хуларах ĕçленĕ. Салтак ячĕ тухсан Канашри военкоматра службăра тăнă, В.И.Ленин ячĕллĕ Мускаври çарпа политика училищине вĕренме кĕнĕ. Тепĕр çулталăкран, вăрçă пуçлансан, ăна тата ытти çамрăк курсантсене эшелонпа Петрозаводск хулине Карели фронтне ăсатаççĕ, кăшт вăхăт иртсен Дмитрий Ивановича капитан званине параççĕ. Гвардин механизациленĕ 13-мĕш дивизин 2500-мĕш зенитлă артиллери полкĕнче çапăçать вăл. Унтан Волхов, Ленинград фрончĕсене куçараççĕ. 1944 çултанпа Украина фронтĕнче çапăçса Венгри, Чехословаки, Австри çĕршывĕсене çитет. Дмитрий Иванович çав тери пултаруллă, ăслă-тăнлă çын пулнă, ахаль салтакран пуçласа полковник таран çитме пултарнă. Темиçе тĕрлĕ медальсемпе орденсене тивĕçнĕ, çав шутра Отчественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденне, Хĕрлĕ Ялав орденне, «Çапăçури паттăр ĕçсемшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене, Жуков медальне тата ыттисене те.
Дмитрий Ивановичăн мăшăрĕ Мария Васильевна та вăрçă участникĕ пулнă. Ленинград облаçĕнче çуралса ÿснĕскер вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Ленинград облаçĕнчи Пашск районĕнчи медсанбатра санитаркăра ĕçлеме пуçланă, 1942 çултан 120 номерлĕ çар госпиталĕнче тăрăшнă. Ленинград, Волховстрой, Тихвин хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. II ушкăн инваличĕ. 20 ытла орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Дмитрий Ивановичпа Мария Васильевна 3 ачана кун çути парнеленĕ.
Халĕ сăмах Иван Михайловичăн виççĕмĕш ывăлĕ — Петр — çинчен. Петр Иванович — шăпах асăннă альбома хатĕрлекен Василий Петровичăн ашшĕ пулать. Вăл 1921 çулта çуралнă. 4 класс пĕтернĕ хыççăн пиччĕшĕсем пекех Канаш хулине çул тытать, ал ăстине /ремесленник/ вĕренсе унтах ĕçлеме пуçлать. 1940 çулта çар службине чĕнсе илсен çĕршыв умĕнчи тивĕçне Украинăра 471-мĕш стрелковăй дивизин 853-мĕш стрелковăй полкĕнче пурнăçлать. Тăшмансем СССР çĕрĕ çине тапăнса кĕрсен вĕсен полкне Украина фронтне куçараççĕ. Нимĕçсем «Вильгельм» операцине пуçласан Петр Иванович хăйĕн полкĕ ретĕнче вĕсене хирĕç çапăçать, Сталинграда штурмлакан Паулюс çарĕсене çапса аркатнă çĕре хутшăнать. 1943 çулхи июль уйăхĕнче аманать, сентябрь уйăхĕччен госпитальте сипленет. Госпиталь хыççăн хăйĕн полкне таврăнать, Запорожьене ирĕке кăларассишĕн çапăçать, ытти çапăçусене те хутшăнать. 1944 çулхи январь уйăхĕнче миномет снарячĕн ванчăкĕпе çурăмран аманать. Суранĕ çав тери йывăр пулнăран госпитальте выртнă хыççăн ăна киле яраççĕ. Вăрçăра паттăрлăхпа палăрнăшăн Петр Иванович Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, темиçе тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. 1946 çулта вăл Александра Дмитриевна Павловăпа çемье çавăрнă, 7 ача çуратса ÿстернĕ.
Василий — Иван Михайловичăн тăваттăмĕш ывăлĕ. Вăл çут тĕнчене 1925 çулта килнĕ. Вăтам пĕлÿ илес тесе икĕ çул Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи вăтам шкула çÿренĕ, çапах та Аслă Отечественнăй вăрçă пынăран ăна вĕренсе пĕтереймен. 1943 çулта вăрçа тухса каять, Карели фронтне, 186-мĕш стрелковăй дивизине лекет. Полкри артиллерист-зенитчик пулса I Украина фрончĕн йышĕнче çапăçать. Румыни, Болгари, Венгри, Чехословаки, Австри çĕршывĕсен хулисемпе ялĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Çĕнтерÿ кунне Василий Иванович Иванов капитан Берлин çумĕнче кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн малалла вĕреннĕ, Т.Г.Шевченко ячĕллĕ Киеври патшалăх университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ, нумай çул Житомир облаçĕнчи шалти ĕçсен управленийĕнче ĕçленĕ, полковник званине тивĕçнĕ. Наградисем хушшинче — Хĕрлĕ Çăлтăр тата Отчественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕсем, «Çапăçури паттăр ĕçсемшĕн», Жуков медалĕсем тата ытти те. Василий Иванович икĕ хутчен авланнă, унăн икĕ ывăл: Михаил тата Василий. Иккĕшĕ те вăрçă хыççăн çуралнă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнман паллах, анчах та Валерий çинчен те кăштах çырса хăварас килет, мĕншĕн тесен вăл та ашшĕнчен ырă тĕслĕх илсе полковник пулнă. Вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, бокс тата самбо енĕпе спорт мастерĕ. Ют çĕршыв министерствинче, РФ Генеральнăй штабĕнче ĕçленĕ.
Каюковсен йăхĕ пирки сăмаха вĕçленĕ май çапла калас килет: Василий Петрович хăйсен çемйин темиçе ăрăвĕн историне тĕпчесе пĕр çĕре пухни çав тери пархатарлă ĕç. Чăн та, йывăç тымарпа вăйлă, этем — тăванпа. Çак йăх çыннисем Аслă Отечественнăй вăрçăра та паттăрлăх кăтартнă, мирлĕ пурнăç вăхăтĕнче те ĕçченлĕхпе палăрнă, вĕсем хушшинче виççĕшĕ полковник пулни хăй мĕне тăрать. Кун пекки сайра тĕл пулать. Малашлăхра та вĕсен йăх-несĕл тымарĕ вăй илсе, аталанса пытăр.
«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.