«Сывлăх пултăр!»
Май уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева видеоконференци çыхăнăвĕн мелĕпе темиçе канашлу ирттерчĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — Регионсен аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери центрĕн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед ертсе пыракан экспертсен ушкăнĕ хатĕрленĕ Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине уйрăм тĕслĕхсемпе пуянлатасси. Игорь Меламед хăй те канашлусене хутшăнчĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, çакнашкал ларусенче ĕç-хĕлĕн кашни енне тĕплĕ тишкермелле: мĕнле ыйтусене çĕклемелле, мĕнле проектсемпе мероприятисене пурнăçламалла, мĕнле кăтартусем кĕтмелле? Вăл çавăн пекех республика Пуçлăхĕ тумалли ĕçсен шайне те уйрăммăн палăртрĕ. Программăсене пурнăçланă чухне унăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк пулнине пĕлтерсе Игорь Меламед çапла каларĕ: «Эпир Пуçлăх валли уйрăм документ хатĕрлеме калаçса татăлтăмăр, унта вăл лару-тăрăва сăнаса тата йĕркелесе тăнисĕр пуçне ыйтусене татса пама та хутшăнать. Чи малтанах федерацин влаç органĕсемпе, уйрăмах çĕршыв ертÿçисемпе хутшăнусене йĕркелес ыйтусемпе ĕçлет. Республика Пуçлăхĕн вăй-халĕпе эпир ку программăра туллин усă курăпăр».
Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ пĕрремĕш канашлăва сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене халалланă. Хăйĕн ум сăмахĕнче Алла Салаева канашлăва хутшăнакансене Олег Николаевăн пуçарăвĕпе Экономикăн аслă канашне туса хуни çинчен аса илтерчĕ. Ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ертсе пырать. Алла Леонидовна палăртнă тăрăх, Экономикăн аслă канашĕн йышăнăвĕсемпе сĕнĕвĕсене пурнăçланă чухне «пире Чăваш Республикине аталантарас тĕлĕшпе малашнехи пилĕк çул валли çирĕп, пурне те ăнланмалла тата пурнăçа кĕртме май пур программа хатĕрлеме хушнă. Ыйтусене сÿтсе явма федераци тата регион эксперчĕсене, халăха ытларах явăçтарма тĕллев лартнă».
Игорь Меламед сĕннипе тăватă тĕп ыйтăва пăхса тухма йышăннă: «Чăваш Ен — реабилитаци центрĕ», «Тĕп чирсем тата çак ыйтусене татса памалли тĕллевсем», «Медицина ĕç-хĕлне куст принципĕпе йĕркелесси». Тăваттăмĕш ыйтăва Игорь Меламед «служба-техника» ыйтăвĕ пек йĕркелерĕ, çапла ăнлантарчĕ: «Пирĕн хальхи вăхăтра пур проектсен переченьне йĕркене кĕртес килет. Медицина тата ытти об±ект строительствин хăш проекчĕсене программăна кĕртесси уçăмлă курăнтăр».
Идейăсен тĕп генераторĕ тата аналитикĕ Федерацин сывлăх сыхлавĕн сферинчи надзор службин ертÿçи Алла Самойлова пулчĕ. Вăл ыйтăвăн çивĕчлĕхне сăмах шайĕнче кăна пĕлекенскер мар, чылай çул Чăваш Енре профильлĕ министерствăна ертсе пынă, республикăн сывлăх сыхлавĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.
«Пĕрремĕш ыйту — реабилитаци потенциалĕ — Чăваш Енре чăннипех те пысăк çитĕнÿ тума пултарать, — терĕ Алла Владимировна. — Пĕтĕмĕшле çĕршывра çак ĕçе санаторипе курорт комплексне явăçтарасси пирки калаçаççĕ. Анчах паянхи пек сăн-сăпатпа мар, инсульт, инфаркт, эндопротезировани, онкологи хыççăнхи реабилитацире пысăк технологисене аталантарма майсем туса пама. «Чувашиякурорт», «Надежда» санаторисем реабилитаци потенциалне йĕркелеме хăйсем çине яваплăх илчĕç ĕнтĕ. Вĕсем республикăра сипленнĕ пациентсене реабилитаци тухмашкăн май пама пултараççĕ».
Канашлăва хутшăннисем Чăваш Ен реабилитаци центрĕ пулса тăма пултарассипе килĕшрĕç. Чи малтанах, «Чувашиякурорт» санаторин генеральнăй директорĕ Юрий Симунов палăртнă тăрăх, «вăл сиплĕ çут çанталăкпа пуян. Çак шутра минерал шывĕ те, сопрофит пылчăкĕ те, хлорид-натри ваннăйĕсем. Çут çанталăк — вăрман, юхан шывсемпе кÿлĕсем, урăхла каласан, экологи тĕлĕшĕнчен таса зона».
Çапла вара сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртнă. Анчах ыйту тухса тăрать: «Программăна пурнăçлама ăçтан укçа тупĕç?» Алла Самойлован «рецепт» пур: «Бизнес, Медицина страхованийĕн фончĕн тата республика бюджечĕн вăйне пĕрлештермелле». Тĕслĕх те пур. Сăмахран, пылчăкпа сиплекен учрежденин, пĕр сменăра 1 пин çынна йышăнма пултараканскерĕн, аталанăвне юлашки виçĕ çулта кăна бизнесменсен 300 миллиона яхăн тенкине хывнă. Анчах çакă, уйрăмах Чăваш Ен аталанăвĕн программинче лартнă пысăк тĕллевсене шута илсен, çителĕксĕр. Отрасль аталанăвне укçа хывма хатĕр инвесторсене кăсăклантарма Юрий Симунов çапла сĕнет: «Республика бюджетĕнче сывлăха çирĕплетекен туризм валли е çут çанталăк факторĕсене тата санаторипе курорт учрежденийĕсене рекламăлама укçа уйăрса хăвармалла, вĕсене виçĕ çуллăха пурлăх налукĕнчен хăтармалла, çапла майпа ирĕкленнĕ укçа-тенкĕпе пурлăхпа техника никĕсне пуянлатас, хальхи йышши медицина оборудованийĕ туянас, специалистсене вĕрентес тата территорие хăтлăлатмалли проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе усă курма пултарччăр, çавăн пекех çынсене инсульт, инфаркт, эндопротезировани хыççăн, сахăр диабечĕпе чирлекенсене, амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене санаторисенче сывлăхне çирĕплетмелли республика программисене хатĕрлесе пурнăçа кĕртмелле».
Реабилитаци центрĕ пулни лайăх паллах. Анчах ку таранччен Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче тунине тивĕçлĕ шайра мĕнле сыхласа хăвармалла? Сыхласа хăвармалла çеç мар, малалла мĕнле аталантармалла? Ку енĕпе мĕн тумалла? Мĕнле об±ектсен строительствине пуçармалла?
Канашлăва хутшăннисенчен чылайăшне шăпах çак ыйтусем канăçсăрлантарчĕç. Республикăри ача-пăча клиника больницин тĕп тухтăрĕ Анатолий Павлов Аталану программине çĕнĕ сиплевпе диагностика корпусĕн строительствине кĕртме сĕнчĕ. Вăл каланă тăрăх, республика çак об±ект строительствин проект ĕçĕсем валли 20 миллион тенке яхăн уйăрнă та ĕнтĕ. Канашлăва хутшăнакансем калаçăва малалла тăсрĕç. Çавăнтах çивĕч ыйтусем те сиксе тухрĕç. Игорь Меламед асăрхарĕ: «Пирĕн кардиоцентр тĕлĕшпе те уçăмлăх çук. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви çурта хальхи кардиоцентр çумне тĕксе тума сĕнет. Онкологипе те лару-тăру çакнашкалах. Татса памалла: е радиологи центрĕ, е хамăр шухăшланă пекех пысăкрах пĕрлĕх, çак шутрах университет клиники те».
Малалли калаçу Игорь Ильич, чăннипех те, çивĕч ыйтăва хускатнине кăтартса пачĕ. Алла Салаева, паллах, ыйтăва сÿтсе явассинчен пăрăнса юлма пултараймарĕ. «Эпир хатĕрленĕ материалсенче халĕ те республика больници çумне çурт тĕксе тăвасси тăрать, — пĕлтерчĕ вăл. — Çакă тÿрре тухать, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех федераци программине кĕртнĕ, пĕтĕм ĕçе федерацин «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» тĕллевлĕ проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланă». Алла Леонидовна пĕлтернĕ тăрăх, Олег Николаев ку ыйтăва РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕпе те сÿтсе явнă.
Алла Самойлова хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: «Паян республика больници çумне тĕксе тунă çурт кирлех, мĕншĕн тесен вăл хальхи вăхăтра СанПиН, СНиП требованийĕсене тивĕçтереймест. Çавăнпа ыйту тухса тăнă: республикăн нумай профильлĕ çĕнĕ больницин строительствине пуçармалла мар-и? Хальхи республика больниципе е усă курмалла, е унта урăх учреждени вырнаçтармалла».
Ыйтăва Республика клиника больницин тĕп тухтăрĕ, Чăваш Республикинчи медицина ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Елена Барсукова уçăмлатрĕ. Вăл тĕксе тунă çуртра регионăн юн тымарĕсен центрне вырнаçтрма палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Республика больницинче пÿлĕмсем çитменрен çакăн пек йышăнăва тума тивнĕ. Больница тулнă, требованисене тивĕçтермест. 70-мĕш çулсенче хатĕрленĕ проектра учрежденире васкавлă пулăшу парассине шута илмен. Çавăнпа республика больници юн чирĕсемпе нушаланакансене медицина пулăшăвĕ панă чухне мĕн пур требование пăхăнма вăй çитереймест. «Пирĕн реабилитаци мероприятийĕсем валли вырăн çитмест, — терĕ тĕп тухтăр. — Операци тумалли пÿлĕмсем те çук. Хальхи вăхăтра нейрохирурги операцийĕсем вара питĕ кирлĕ. Тĕксе тунă çурт пулмаллах, эпир проект тĕлĕшпе аукциона тухма хатĕр. Пирĕн медицина-технологи заданийĕ пур. Çав вăхăтрах çĕнĕ республика больницин строительстви пирки сăмах пуçарни те питĕ вырăнлă. Хальхи вăхăтри çурт никама та тивĕçтермест».
Канашлăва хутшăннисем çавăн пекех Шупашкарти çĕнĕ инфекци больницин, туберкулез диспансерĕн, кардиологи больницин строительствипе, ыттипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Олег Николаев вĕсене татса парас тĕлĕшпе татăклă хушусем пачĕ, анчах хăш-пĕр ыйтăва, тĕслĕхрен, кардиологи корпусĕн строительстви валли бюджетран пысăк укçа уйăрмалла пулнăран, сÿтсе яваççĕ кăна-ха.
Пĕр сăмахпа, Чăваш Енри сывлăх сыхлавне пысăк улшăнусем кĕтеççĕ. Паян республика ертÿлĕхĕ вăй хунин кăтартăвĕсене çитес вăхăтра респубикăра пурăнакан кашни çын туйса илесси иккĕлентермест. Ун чухне «Сывлăх сунатăп!» тени ырă сĕмпе каланă сăмахсем çеç мар, фактсене çирĕплетекеннисем пулĕç.