Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юсав ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ пырать

Юсав ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ пырать

Спорт ачасемпе çамрăксен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать, сывлăха çирĕплетет, кăмăл çирĕплĕхне аталантарать, вăй-хал кÿрет, организма пиçĕхтерет. Çавăнпа ĕнтĕ кашни ачана спортпа туслă пулма мĕнпур условисемпе тивĕçтермелле.

Акă А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн­че темиçе тĕрлĕ секци те ĕçлет. Кунтан тухнă паллă спортсменсемпе, ра­йон чысне спорт ăмăртăвĕсенче ăнăçлă хÿтĕлекен ентешĕмĕрсемпе эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Хальхи вăхăтра спорт шкулĕнче тĕп юсав ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Ĕçсем «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» регионти проекчĕ шайĕнче пурнăçланаççĕ. Çакăн валли уйăрнă 9 миллион тенкĕпе спорт шкулĕн çивиттине юсама, стенасене сăрлама, спортзалти урайне сарма, унччен юсаман пÿлĕмсене /хывăнса тăхăнмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсене/ юсама палăртнă.

Юсав ĕçĕсем пыракан объектра çак кунсенче ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ — строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Иванова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова тата строительствăпа ремонт енĕпе ĕçлекен инженер В.Теплов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов хутшăннă. Çавăн пекех унта юсав ĕçĕсене пурнăçлакан подрядлă организацин — «Дуслык» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ К.Пахалов, тĕп инженерĕ В.Бабенко, стройконтроль представителĕ А.Никитин пулнă. Вĕсем спорт шкулĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ, малаллахи ĕçсем пирки сÿтсе явнă. Кашни эрнекун тĕл пулса ĕçлĕ канашлу ирттерме палăртнă.

Подрядлă организаци ĕçченĕсем графикпа килĕшÿллĕн вăй хураççĕ. Çак кунсем тĕлне вĕсем спортзалăн тата çăвăнмалли пÿлĕмĕн урайне сÿтнĕ, керамика плитка сарма, çивиттине юсама хатĕрленсе ĕçсем пурнăçланă.

И.ДАНИЛОВА.



Районная газета "Херле ялав"
05 июня 2020
08:54
2020 год (публикации)
Поделиться