Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Экологи çутçанталăк саккунĕсене пăхăнма ыйтать – пирĕн пурнăçламалла

Сывлăх - чи хакли тетпĕр. Анчах та «сывлăх» сăмаха темиçе çĕр пин хут каласан та ĕçне тумасан сывă пулайманнине пурте пĕлетпĕр. Çын сывлăхĕ тавралăхран, апатланнинчен, мĕнле шывпа усă курнинчен тата ыттирен те нумай килет. Тавралăха вара хамăрах варалатпăр, хамăрах таса мар тесе кăмăлсăрланатпăр. Тĕрĕс-и-ха ку? Çак ыйту пирки кам та пулин хăй тĕллĕн шухăшланă-ши? Тен шухăшланă та... Экологи вăл, пĕтĕмĕш­ле илсен, хамăрăн кил-çурт тенине пĕлтерет. Апла пулсан эпир уншăн яваплă. Экологи проблемисене çынсемшĕн кăна мар, чĕрчунсемшĕн те вăхăтра татса памалла.

1492534083 rodnik 1 selo shigaliЭкологи тавра нумай çултанпа пыракан калаçу-тавлашуна РФ Президенчĕ В.Путин наци проекчĕсен шутне кĕртни татса пама пулăшать. Çак проектпа килĕшÿллĕн пирĕн районта та нумай ĕçсем пулса пыраççĕ. «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче «Вăрмансене упрасси», «Таса çĕршыв», «Коммуналлă хытă каяшсене комплекслă майпа вырнаçтарасси», «Таса шыв» проектсем пурнăçланса пыраççĕ.

Сăмахран, «Вăрмансене упрасси» проектпа килĕшÿллĕн район территорийĕнче кашни çул вăрмансене тирпейлессипе тата çамрăк хунавсем лартассипе ĕçлеççĕ. Кăçалхи çул Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа Пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ «Астăвăм сачĕ» акцине хутшăнса вăрçăра вилнисене асăнса 1180 тĕп çамрăк йывăç лартнă. Йывăçсем ларт­нă çĕрте вырăнти хăйтытăмлăх служащийĕсем, волонтерсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенче пурăнакансем активлă хутшăннă. Акци вăхăтĕнче çĕршыв территорийĕнче усал чир сарăлнине пула килте ларакансем те айккинче юлман. Харпăр хăй килĕсенче, ялти çырмасенче иккĕн-виççĕн тухса йывăçсем лартнă. Çак паллă акци шайĕнче пирĕн районти Саруй ялĕнчи культура çурчĕ умĕнче Аслă Оте­чественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене тата виçĕ степеньлĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерне Павел Порфирьевич Порфирьева асăнса йывăçсем лартрĕç. Акцие йĕркелекенсем ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви тата «Канаш лесничестви» бюджет учрежденийĕ пулчĕç. Павел Порфирьевичăн вăрçă хыççăнхи ĕçне хисеплени те пулчĕ çакă. Вăл 30 çул Канаш тата Яншихово лесничествисенче лесник пулса ĕçленĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе волонтерсем çак кун 75 тĕп хыр-чăрăш, туя лартса хăварчĕç.

«Вăрмансене упрасси» проектпа ки­лĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприятисем пулса пыраççĕ. Кашни çулах вăрман йĕри-тавра типĕ курăксене, хăрăк-туратсене, тасамарлăха пуçтарса тирпейлеççĕ, çĕрне сухалаççĕ. Вăрмансене пушартан сыхлас тĕллевпех çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра унта çынсене кĕме чарса асăрхаттару хучĕсем çырса çапаççĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçат урлă пĕл­тереççĕ. Халăх хушшине тухса çÿренĕ вăхăтра калаçусем ирттреççĕ.

dscn3953«Таса шыв» проектпа килĕшÿллĕн районти ялсенчи çăлкуçсемпе тарасасе­не тасатса тирпейлеççĕ. Çа­вăн пекех çитес çулсенче Вăрмар хула тăрăхĕнчи шыв пăрăхĕсене реконструкцилессипе ĕçлеме тĕллев лартнă. Ялсенчи çăлкуçсене тасатсах тăраççĕ. Ку енĕпе районти Кавал, Пысăк Енккасси, Чулкас, Пинер, Шăхаль тата ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем ырă тĕс­лĕх кăтартаççĕ, вĕсенчен вĕренмелли нумай.

«Коммуналлă хытă каяшсене комп­лекслă майпа вырнаçтарасси» проектпа килĕшÿллĕн те районта ĕç­­сем аван пыраççĕ. Юлашки вăхăтра кил хушшинчи хытă каяшсене кирлĕ вырăна çитерессипе районта «МВК «Экоцентр» тулли мар яваплă общест­вăпа килĕшÿ тунă. Хытă каяшсене пĕр çĕре пуçтарма кашни палăртнă вырăна контейнерсем лартса тухнă. Вĕсене ра­йон территорийĕнчен вăхăтра илсе тухассипе «Водоканал»тулли мар яваплă общество вăй хурать. Контейнерсене туянассипе республика тата район бюджечĕсенчи укçа-тенкĕпе усă курнă. Хальхи вăхăтра çĕнĕ йышши контейнерсем вырнаçтарса ларт­нă. Иртнĕ çул республика бюджечĕпе усă курса 506 контейнер 5,6 млн тенкĕлĕх туяннă. Кăçал та кун йышши контейнерсене 114 туянма палăртнă.IMG 7043

«Таса çĕршыв» проект ша­йĕнче те районта тăтăшах ĕçсем пулса пыраççĕ. Кашни çулах мар­тăн 20-мĕшĕнчен пуçласа ма­йăн 20-мĕшĕччен таврана тирпей-­иле­м кĕртмелли икуйăхлăх ирттереççĕ. Çак вăхăтра ялсенчи масарсем çинче, Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умĕнче, массăллă мероприятисем иртекен вырăнсенче тирпей-илем кĕр­теç­­çĕ. Ку ĕçсене хăнăхнă йăлапа кашни харпăр хăй пурăнакан ялсенчи çынсем активлă хутшăнаççĕ. Кăçал та районта 73 субботник иртнĕ. Таврара коронавирус алхаснине кура субботниксем вăхăтĕнче пур требованисене те пăхăнса ĕçленĕ.

Çак çÿлерех палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн пурнăçлатпăр. Экологи çутçанталăк саккунĕсене пăхăнма ыйтать пулсан пирĕн ăна пурнăçламалла.

«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ – Э.Михайлова, кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.



Районная газета "Херле ялав"
09 июня 2020
13:18
2020 год (публикации)
Поделиться