Чăваш Енре килти хушма хуçалăхсем сĕтшĕн субсидие тивĕçеççĕ
Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев чĕртавара сутăн илмелли хакпа çыхăннă ыйтăва хускатрĕ. Çу кунĕсенче уйрăмах «сĕт лайăх аннă чухне» сутакансен шучĕ туянакансенчен ытларах пулнăран унăн сутăн илмелли хакĕ икĕ хут таранах йÿнелнине палăртрĕ. Чĕртавара сутăн илекенсен хакĕ çине коронавирус инфекцийĕн эпидемийĕ те витĕм кÿчĕ. Сĕт юр-варĕпе пуринчен ытларах усă куракан обществăлла апатлану предприятийĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем март уйăхĕнчех хăйсен ĕçĕсене чарса лартрĕç. Паянхи куна сĕт пуçтаракансем пĕр литр чĕртаваршăн 14 тенке яхăн çеç параççĕ. Республикăра сĕт туса илекенсене пĕр литршăн вăтамран 15,9 тенкĕ сĕнеççĕ. Çакă вара сĕт-çу завочĕсене «шурă ылтăнпа» тивĕçтерекен чи йышлă категоришĕн, килти хушма хуçалăхсемшĕн, питех те йÿнĕ шутланать. Чăваш Енри Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, паян республикăра сĕт туса илессипе 22 пин килти хушма хуçалăх ĕçлет. Уйрăм çынсем хăйсен хуçалăхĕнче 56 пин ытла сăвакан ĕне тытаççĕ. Регионта сĕтрен тĕрлĕ продукци хатĕрлемелли чĕртаварпа шăп та шай килти хуçалăхсем тивĕçтереççĕ те. Сĕте тирпейлессипе республикăра 14 завод ĕçлет, вĕсем хăйсен хăвачĕпе регионта туса илекен 420 пин тонна мĕнпур чĕртавара ĕçе кĕртеççĕ те.
Сĕт туса илессипе ĕçлекен фермерсемпе пысăк ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр литр сĕт пуçне паракан субсиди евĕр пулăшупа усă кураççĕ. Анчах ку таранччен килти хушма хуçалăхсем тимлĕхсĕр юлнине палăртмалла.
– Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене те пулăшупа тивĕçтерни тĕрĕс пулать. Уйрăмах ĕне выльăхăн сĕт лайăх аннă чухне, - палăртать О.Николаев.
Чăваш Республикин ертÿçине килти хушма хуçалăхсене кун пек пулăшупа тивĕçтерме чĕртавар туса илекенсемпе, вăл шутра уйрăм çынсем те, ăна тирпейлекенсен интересĕсен шайлашăвне йĕркелесси хистенĕ те.
– Пирĕн тĕп тĕллев - çак отрасле тухăçлăрах тăвасси, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, çынсене тивĕçлĕ шалу илме майсем туса парасси, чĕртавар туса илекенсемшĕн вара продукцие сутмалли шанчăклă майсем йĕркелесси, - тĕп тĕллевсем çинче чарăнса тăнă май палăртрĕ О.Николаев.
Килти хушма хуçалăхсене пулăшу памалли укçа-тенке нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене юсаса хăтлăх кĕртессипе çыхăннă регионти программăран уйăрĕç. Районсенчи влаç органĕсем пĕлтĕр декабрь уйăхĕнчех уйăрнă 1,5 млрд тенкĕне ĕçе кĕртме васкаманни сисĕнчĕ. Республикăра 119 ял-салара 1200 картиш территорийĕсене юсаса çĕнетме палăртнă. Анчах та паянхи куна Чăваш Енри 10 муниципалитетра çеç ĕçе пурнăçлакан подрядчиксемпе контракт çырнă. Кĕркунне йĕпе-сапа вăхăтĕнче асфальт сарас мар тата укçа-тенке федераци бюджетне каялла тавăрса парас мар тесе ăна килти хушма хуçалăхсене пулăшу панă çĕре яма палăртнă та.
Чăваш Енре пурăнакансене пулăшупа тивĕçтермелли çĕнĕ мерăна пурнăçа кĕртессипе çыхăннă документсене кĕске вăхăтрах хатĕрленĕ. Çак йышăнăва хатĕрлесе халăх патне çитерме эрнерен те сахалтарах вăхăт кайнă. Çитес тапхăрта субсиди илмелли йĕркесене хатĕрлесе çирĕплетеççĕ. Асăннă укçа-тенке килти хушма хуçалăхсене сăвакан ĕнесене тытассипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма пĕр хутчен параççĕ.
– Ку енĕпе ĕç-пуçа йĕркеленĕ, ыран-паян килĕшÿ процедурисене туса ирттермелле. Эрне вĕçнелле пулăшупа тивĕçтермелли йĕркесене çирĕплетеççĕ. Йĕркелÿ ĕçĕсемшĕн администраци пуçлăхĕсем яваплă, - палăртнă О.Николаев.
Субсидие сĕт суса илнĕ тата патшалăха панă кашни литршăн мар, килти хушма хуçалăхри ĕне пуçне шута илсе пама сĕнеççĕ. Çакна кура хуçалăхри пĕр ĕнешĕн хуçи 2300 тенкĕ илет пулсан, икĕ ĕнешĕн 3300-шер тенке тивĕçет. Виçĕ е ытларах та ĕне тытакансене вара мăйракаллă шултра пĕр выльăх пуçне 4300 тенкĕ парĕç.
Килти хушма хуçалăхсене субсиди пама 185 млн тенкĕ уйăрнă. Асăннă тÿлевсем июнь уйăхĕн вĕçĕнче пуçланаççĕ. Сăмах май, картиш территорийĕсене юсассипе çыхăннă программăпа уйăрнă федераци укçи-тенкине усă курассипе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çаврăнăçусăр пулнă пулин те ку ĕç-пуç чарăнса лармасть. Вырăнти пуçлăхсене тивĕçлĕ документсене хатĕрлеме, подрядчиксене тупма тата ĕçе тивĕçлипе пурнăçлама хушма вăхăт панă. Нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене хăтлăх кĕртессипе тата виçĕ çул ĕçлеççĕ. Çакна валли уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ те сыхланса юлать.
А.КРЯЖИНОВ.