Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тикаш ялĕн хисеплĕ çынни Матвеев Геннадий Германович «Тикаш» ял историйĕ пирки кĕнеке кăларчĕ

Тикаш ялĕн хисеплĕ çынни Матвеев Геннадий Германович «Тикаш» ял историйĕ пирки кĕнеке кăларчĕ

УМ СĂМАХ

Валерий Иванович Нарсов,  Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ

«ТИКАШ» ятлă кĕнекене вуланă хыççăн пуçра юлнă шухăшсем пирки.

 Геннадий Германович Матвеев Тикаш ялĕн хисеплĕ çынĕ, Тикаш Гимнĕн авторĕ, чăннипех те вăл хăйĕн ĕçĕсемпе Тикаш ялĕшĕн тата Вăрмар районĕшĕн тава тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçларĕ. Вал нумай кĕнекесен авторĕ, вĕсенчен пĕри -«ХĔВЕЛ ТУХАТЬ ВĂРМАР ЕНЧЕ» («Солнце восходит на Урмарской стороне»).

«Тикаш» ятлă кĕнекене темиçе хут тĕплĕн вуласа тухрăм. Тĕлĕнмелле, кĕнекере эпĕ хамăн аттене, Нарсов Иван Димитриевича салтакран (вăрçăран) таврăнсанах çap формипе укерĕннине куртăм, пирĕн кун пек фото килте çук. Кĕнекере историнче юлнă нумай самантсене кăтартса панă, Вăрмар районĕн хаçачĕ «Хĕрлĕ ялав» Тикаш ял тарăхĕ (Тикаш ял Совет территорийĕ) пирки çырнисене пичетленĕ. Çапла вара, эпир - вулакансем, хамăр асаттесемпе асаннесем, аттесемпе аннесем мĕнле пурăннине - ĕçленине кĕнекере вуласа документлă шайра, сăнÿкерчĕксем урлă пĕлетпĕр.

Геннадий Германович Матвеев - паллă журналистăн, «Хĕрлĕ ялав» (Вăрмар районĕн хаçачĕ) тата Вăрмар радиовещани редакторĕн Герман Матвеевич Матвеевăн ывăлĕ. Герман Матвеевич пултаруллă журналист пулнă, хайĕн пурнăçĕ, ĕçĕ пирки кашни кун çырса пынă (ал çырăвĕсем 2 теçетке), хаçат валли материал пухнă. Çапла вара, ĕлĕкхи фотосем тата алçыравĕсем - Матвеевсен çемье архивĕнчен. Вĕсене укçа хакĕпе виçме çук, вĕсем историшĕн питĕ хаклă материалсем.

Ку кĕнекене çырнă çĕрте автора пĕртăванĕсем Галина Германов­на тата унăн ывăлĕ Владимир Иванович Шапеев (вăл Тикаш ялĕн Гербĕпе Ялавĕн авторĕ), Маргарита Германовнăпа Елена Германовна пулăшнă. Кĕнекере вĕсен çыравĕсем те пур.

Геннадий Германович Матвеева пултарулăх çулĕсемпе татах та малалла çирĕппĕн утма вăй-хал, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.

Фото



Тегешевское сельское поселение
06 июля 2020
10:52
2020 год
Поделиться