Олег Николаев Ямпайĕнчи клуб шăпине татса пама шантарчĕ
Июлĕн 29-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ çул-çÿреве вăл чи малтанах Ямпай ялĕнчен, унта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнинчен пуçларĕ.
Сăлтавĕ ахальтен мар. Çак ялти Татьяна Филиппова Олег Николаев патне социаллă сеть урлă Ямпайĕнче клуб туса лартас ыйтупа тухнă. 5 çул ĕнтĕ ямпайсем клубсăр пурăнаççĕ. Ямпайсем туслă, ĕçчен халăх, анчах та культура мероприятийĕсене ирттермешкĕн пухăнмалли вырăн çук вĕсен.
Сăмахран, кунтан Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула вĕренме 25 ача çÿрет. Июлĕн 1-мĕшĕнче РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе иртнĕ суйлава та ямпайсем алăк умĕнче кăна ирттернĕ иккен. Малтанхи клуба 1977 çултах туса лартнă, халĕ вăл авариллĕ лару-тăрура. Никĕсĕпе стенисем çурăк-хушăкланса пĕтнĕ, çивиттийĕ шăтнă, чÿречисемпе алăкĕсем хăрса пĕтнĕ, ăшă тата электричество тытăмĕсем пачах ĕçлемеççĕ. Олег Алексеевич ял çыннисемшĕн культура объекчĕ çав тери кирлине кура çак ыйтăва тимлĕхсĕр хăварма пултараймарĕ.
Ирхине 10 сехет тĕлне Ямпай ял халăхĕ кивĕ клуб умĕнче пуçтарăнса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаева кĕтсе илчĕ. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем хушшинче ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Дентамед» тулли мар яваплă обществăн тĕп врачĕ Ю.Зорин, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Усков пулчĕç.
Ямпайĕнче пурăнакансем Чулкас ял тăрăхĕн администрацийĕпе калаçса татăлса ялти клуба пуçарулăх бюджечĕпе усă курса юсама палăртнă пулнă. Çак тĕллевпе вĕсем пурте пĕр шухăшлăн пулса укçа-тенкĕ те пуçтарнă. Пуçарулăх бюджечĕпе усă курса ĕçсене пурнăçлама 352,2 пин тенкĕлĕх «Ярус» тулли мар яваплă обществăпа килĕшÿ тунă. Çак суммăран 72 пин тенкине ялта пурăнакансем пуçтарнă.
Олег Алексеевич кивĕ культура çуртне хăй куçĕпе курнă хыççăн ăна юсаса аппаланни кăлăхах пуласса пĕлтерчĕ, çĕннине тусан аванрах пулĕ терĕ. «Ишĕлме пуçланă кивĕ çурта юсанă хыççăн вăл каллех авариллĕ пулса тăрĕ. Икĕ эрне хушшинче экспертсем тивĕçлĕ хак парĕç, Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсене тивĕçлĕ йышăнусем тума хушнă. Ку ыйтăва татса парăпăр», - тенĕ Олег Николаев ял çыннисене ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕпе В.Максимовпа канашланă май.
Çапла ялта пĕртен-пĕр культура объекчĕ пулсан ял халăхĕ çав тери кăмăллă пулĕччĕ. Ял халăхĕ Олег Николаевпа ытти тĕрлĕ ыйтусене те сÿтсе яврĕ.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев çак кун районти ытти объектсенче те пулчĕ. Вăл Вăрмарти «Аквапром», «Светлана» тулли мар яваплă обществăсенче, 2-мĕш номерлĕ «Колосок» ача садĕнче, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пулса курчĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех çитес номерсенче.
Э.МИХАЙЛОВА.