Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ А.Елизарова Вăрмар районĕнче пулчĕ
Августăн 4-мĕшĕнче, Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Геннадьевна Елизарова пулчĕ.
Вăл райадминистрацин ларусен залĕнче Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрăн, районти халăха социаллă пулăшу кÿрекен уйрăмăн, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен уйрăмăн ĕçченĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Тĕлпулăва Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков тата Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов хутшăнчĕç.
Чи малтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов сăмах илчĕ. Вăл районти лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ, иртнĕ кунсенче районта ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев пулнине аса илнĕ май чылай ĕçлĕ самантсене татса пама май килнине палăртрĕ, çавăншăн Олег Алексеевича тав тунине палăртрĕ.
ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ А.Елизарова, вăрмарсемпе пĕрремĕш хут тĕл пулнине палăртнă май, тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕ. Юлашки уйăхсенче республикăра пулса иртнĕ ырă улшăнусем çинчен каларĕ, ЧР Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕнче презентациленĕ регионăн 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программи çинче чарăнса тăчĕ, программăри социаллă сфера аталанăвĕн проекчĕсене пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Халăхăн пурнăç шайĕ республика экономикин аталанăвĕпе тÿрремĕнех çыхăннине каларĕ. Сăмахран, республикăра пурăнакансене хамăр предприятисенчех ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерсен вĕсем ĕç шыраса ытти регионсене тухса çÿремĕç /статистика тăрăх 80 пине яхăн çын ют регионсене ĕçлеме çÿрет\, апла пулсан экономика та малалла аталанать, çемьесем те çирĕпленĕç, ача-пăча тулли çемьесенче çитĕнĕ.
Пухăннисен ыйтусем сахал мар пулчĕç, ытларах вĕсем çемьесене тивĕçекен пулăшусемпе кăсăкланчĕç. Алена Геннадьевна кашнин çинех тивĕçлĕ хурав пачĕ. Тĕлпулу чыслав саманчĕпе вĕçленчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура Алена Геннадьевна Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрăн директорĕн заместительне Т.Григорьевăна нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Тав хучĕпе /сăнÿкерчĕк çинче\, çак центрти çемьесемпе ачасене пулăшу кÿрекен уйрăмăн специалистне Ю.Степановăна ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ.
И.ДАНИЛОВА.