Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă вăрлăх паха çимĕç кÿтĕр

Кĕтнĕ пекех — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче суйлав теми тĕп вырăнта пулнă.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев хă­йĕн сăмахне пурне те тав тунинчен пуçланă: суйлавçăсене – сасăлава хутшăннăшăн, хăйĕншĕн сасăланă граждансене – пысăк шанăçшăн. Суйлав, ун шучĕпе, йĕркеллĕ иртнĕ. Паллах, çăхавсăр мар, анчах вĕсем пирки пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн – пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке тĕксĕмлетеймĕç. Сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе вара Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков паллаштарнă. Сасăлава суйлавçăсен 55,5% хутшăннă. «Паянхи куншăн лайăх кăтарту. Çапла вара суйлав пĕр турпа ăнăçлă иртрĕ, иккĕмĕш тур пулмĕ. Çак кăтартусем объективлă, тавлашусăр».

Олег Николаевшăн суйлавçăсен 75,68% сасăланă. Республика Пуçлăхĕн должноçне кам йышăнасси паллă пулнă май Александр Иванович Олег Алексеевича саламланă, граждансен шанăçне тÿрре кăларма суннă. Александр Андреев коммунистшăн сасăлава хутшăннисен 10,26% хăйсен сассисене панă. Виççĕмĕш вырăнта РЛДП кандидачĕ Константин Степанов – 5,49%. «Пенсионерсен» представителĕ Николай Степанов сасăсен 3,53% пухнă. Раççей патриочĕсен элчи Сергей Матвеев пиллĕкмĕш вырăнта – 2,12%.

Республика Пуçлăхĕсĕр пуçне çак кунсенче вырăнсенчи депутатсене те суйланă. Унта вара, А.Цветков палăртнă тăрăх, ĕç-пуç кăткăсрах: сасăсен 50% те никам та пухайман – конкуренци пысăк та çивĕч пулни куçкĕрет. Депутатсен Шупашкар хула пухăвĕн суйлавĕ можаритарлă майпа тата партисен списокĕсем тăрăх иртнĕ. Пĕр мандатлă округсенче 20 мандата «Пĕр­лĕхлĕ Раççей» представителĕсем çĕнсе илнĕ. Пĕр мандата «Тĕрĕс­лĕхшĕн тăракан Раççей» элчине парĕç. Партисен списокĕсем тăрăх вара ÿкерчĕк урăхларах: «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» 10 мандат пулĕ, РФКПн – 4, РЛДПн тата «эсерсен» - 3-шер, «пенсионерсен» – 2. Çĕнĕ Шупашкарта мандатсене çапла пайлĕç: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» – 17, «Тĕрĕс­лĕх­шĕн тăракан Раççей» – 5, коммунистсем – 2. Тепĕр мандата хăй тĕллĕн тăратнă кандидат илĕ.

Сасăлав темине пĕтĕмлетнĕ май О.Николаев ку суйлавра çĕнĕлĕхсем нумай пулнине палăртнă. Çав шутра – сасăлав уççăнлăхне, кандидатсен пĕртанлăхне, ыттине пырса тивекен самантсем. Çак çĕнĕлĕх­сене Олег Алексеевич «вăрлăх акса хăварнипе» танлаштарнă: «Çав вăрлăхран ырă хунав шăтса çитĕн­тĕрччĕ».

Н.КОНОВАЛОВ.



16 сентября 2020
11:19
Поделиться