Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене эпир яланах çав çулсен çухалмĕ чапĕ тесе аса илетпĕр. Халăхшăн нумай хĕн-асап илсе килнĕ вăрçă кашни килех кĕрсе тухса тарăн йĕр хăварнă.

IMG 9677Иртнине хисеп тумасăр малашлăх çук тенине асра тытса малтанхи çулсенче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене çĕнетме пуçларĕç тата ытти тĕрлĕ ĕçсене пурнăç­лаççĕ. Çак пуçарăва ра­йонти вак тата вăтам предпринимательлĕх представителĕсем, фермерсем нумайăшĕ хапăл туса йышăнса май килнĕ таран пулăшу кÿчĕç. Вĕсенчен пĕри - Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер\ хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Ямуков. Вăл укçа-тенкĕ енчен те, ĕç вăйĕпе те пулăшу кÿнипе Кĕлкеш ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ялти çынсене хисеплесе чаплă палăк хăпарса ларнă. Унта - 219 çыннăн ячĕ. Нумаях пулмасть çак палăкпа юнашар тылра ĕçленисене тата вăрçă ачисене халалласа тепĕр палăк кун çути курчĕ. Унта сухапуç тытнă хĕрарăмсемпе çамрăк ачасем ĕçлени куç умне тухса тăрать. Кĕлкеш ялĕнчи Галина Андреевна Петрова çак палăк умне çитсен чарăнса тăмасăр иртсе каяйманнине пĕлтерчĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\. Вăл 1938 çулта çуралнă. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне 3 çулта кăна пулнă. Ачалăхне куççуль кăлармасăр аса илеймерĕ вăл. Ачалăх мĕнлине пĕлмесĕрех çитĕннине каларĕ. «Тăраниччен çăкăр çисе курассине ĕмĕтленме те хăяйман», — тет вăл кушăрха­нă аллипе куçĕсене шăлса. Кĕл­кеш ял тăрăхĕнче пĕртен-пĕр тыл ĕçченĕ, ветеран З.Павлова пурăнать. Вăл 93 çулта ĕнтĕ, çапах та патвар та пултаруллă. Зоя аппа килне те çитсе килме тÿр килчĕ. Килĕн­че пĕчченех пурăнать, ачисем килсе пулăшсах тăраççĕ. Алă ĕçĕ туса ларакан Зоя аппа /сăн ÿкерчĕк çинче\ пирĕн­пе хаваспах калаçу пуçарчĕ. «Вăрçă кунĕсене, вăл вăхăтра мĕн ĕçленисене аса илсен чунра йывăр пулса каять. Мĕн чухлĕ хĕн-асап илсе килчĕ вăл. Эпĕ çеç мар, ялĕпех тертлĕ пурăннă вăл вăхăтра, анчах пĕр-пĕрне пăрахман, туслă пулнă. Манпа пĕрле ĕçленисем тахçанах вилсе пĕтрĕç, мана шăпа вăрăм кун-çул парнелерĕ. Тавах Турра. Хальхи çамрăксем эпир мĕн ĕçленине, çав вăхăта манманни кăмăла çĕклет, чун ыратăвне çăмăллатать»,- тет иртнине аса илсе. Г.Ямуковăн ырă ĕçне ырăпа аса илсе мухтарĕ.IMG 9719

«Эп вăрçă курман, нихăçан та выçă ларман /ун пекки ан пултăрах/, аттепе анне каласа панисем мĕн пĕчĕкренех пуçа кĕрсе юлнă. Манăн анне эвакуаципе Чăваш Ене килсе лекнĕ. Вăрçă çулĕсенче ют çĕрте, чăваш чĕлхине пĕл­месĕр пурăнма ăна пĕрре те çăмăл пулман. Куççуль кăларса каласа паратчĕ пире хăйĕн ачалăхĕ пирки аса илсен. Вăл вăхăтра пĕр çынна та çăмăл пулманнине тĕпе хурса çак палăка лартма тĕв тытрăм. Ялти халăха килĕшрĕ, нумайăшĕ тав сăмахĕ те каларĕ», - тет Геннадий Николаевич. Юлашкинчен çапла калас килет: Г.Ямуковăн ырă ĕçĕ манăçми, çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçре те пысăк пĕлтерĕш­лĕ. 

Çар трибуналĕн членĕ

Манăн атте — Илья Ефимович Хованский 1915 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Вăрмар ра­йонĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче Ефим Федоровичпа /асат­­те\ Анна Семеновна /асанне\ çемйинче çуралнă. Çемьере пĕр хĕрача тата пилĕк ывăл çитĕннĕ. Пирĕн атте иккĕмĕш пулнă. 1921-1928 çулсенче Шăхальти шкулта 7 класс вĕренсе пĕтерет. Йошкар-Ола­ри вăрман техникумĕнче тата институтра вĕренсе аслă пĕлÿ илет. Ун хыççăн Хусанти юридици институтне вĕренме кĕрет. 3 курс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн чирлесе ÿкет, вĕренме пăрахать.

1935 çулта октябрь уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çар /РККА/ ретне тăрать. Ленинградри çар округĕнчи чикĕри Колевальскри НКВД çарĕсенче красноармеец-писарьте службăра пулать. НКВД — Шалти çарсен халăх комиссариачĕ. Совет Союзĕн патшалăх хăрушсăрлăх органĕ, совет халăхĕн ют çĕршывсен разведчикĕсене, вĕсен агент-шпионĕсене, сăтăрла ĕçсем тăвакансене, диверсантсене, террористсене хирĕç кĕрешес енĕпе тĕп орган шутланса тăнă. Демобилизаци хыççăн Карели АССРĕнче Колеваль районĕнче райплан председателĕнче вăй хума тытăнать. Часах ăна кунта район прокурорне лартаççĕ. 1940 çулхи октябрь уйă­хĕнче Яскинск районĕн прокурорĕ пулма куçараççĕ. Ĕçленĕ хушăрах Ленинградри юридици институтне васкавлă майпа вĕренсе пĕтерет. 1941 çулхи август уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Вăл Карели фронтне тыла сыхлакан çар трибуналне лекет. Сентябрь уйăхĕнче ăна Карели фронтĕнчи чикĕри НКВД çарĕсен çар трибуналĕн членĕ пулма уйăрса лартаççĕ.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче çапăçăва 125-мĕш тата 268-мĕш çĕнĕ çар соединенийĕсем кĕнипе тата сывлăшран çар авиацийĕ пулăшнипе пирĕн çарсем Колпино, Ульяновка, Любань ялĕсем еннелле çĕнтерсе пырса Черная Речка, Саблино ялĕсемпе чикĕленекен вырăна тăшмансенчен тытса илме тĕллев лартнă. Унтан тăшмана çапса аркатса Ульяновка, Тосно еннелле малалла каймалла пулнă. Хĕвелтухăçĕнчен килекен 54-мĕш Çарпа пĕрлешсе ирсĕр тăшмана тĕп тума шутланă. Медвежья гора яла илессишĕн хаяр çапăçусем пынă. Ял алăран алла куçнă. Çĕр чĕтренсе тăнă, вут-çулăм алхаснă. Тăшман авиацийĕ пĕр вĕçĕмсĕр бомбăсем тăкнă. Совет салтакĕсем пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă. Яла тăшман аллине паман. Пирĕн енчен те çухату пысăк пулнă. Çак çапăçура И.Хованский аслă лейтенанта та бомба татăкĕпе йывăр амантаççĕ. Ку вăл 1942 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пулнă. Госпитальте сывалса тухнă хыççăн вăл каллех строя тăрать.

— 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче Çар Трибуналĕн председателĕ хăйĕн приказĕпе мана Ленинград фрончĕн çар прокуратурине куçарчĕ. Эпĕ Ленинград фронтĕнче 55-мĕш Çарăн 13-мĕш дивизийĕнче 119-мĕш стрелковăй полкра рота командирĕ пултăм. Пирĕн чаç Ленинград хули çывăхĕнчи Красный Бор ялĕнчен инçе мар тăратчĕ. Çав çулхинех эпĕ кĕçĕн лейтенантсем вĕрентсе хатĕрлекен курса вĕренме кĕтĕм те 1943 çулхи февраль уйăхĕнче вĕренсе тухрăм. 1943 çулхи февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн çар хушса панă çар чаçĕсемпе тата артиллерипе пуянланнăччĕ. Февралĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа «Красный Бор» операцие ирттерме пуçларăмăр. Çар умĕнче çапла задача тăнă: тăшман оборонине Старая Мыза, Чернышево участокĕнче татса кĕрсе нас­тупление Колпино районĕнчен пуçламалла. Красный Бор тата Ульяновка еннелле кайса хĕвелтухă­çĕн­чен килекен 54-мĕш çарпа пĕрлешсе тăшман ушкăнне çавăрса илсе тĕп тумалла. Наступленин пĕрремĕш кунĕнчех пирĕн çарсем Испанин 250-мĕш тата СС полицин 4-мĕш дивизийĕн оборонине татса тăшман оборонине кĕрсе кайса 5 километр малалла шунă. Пысăк çухатусемпе пирĕн çарсем Красный Бор ялне ирĕке кăларнă. Анчах та тăшман парăнасшăн пулман. Çĕнĕрен те çĕнĕ вăйсемпе çирĕпленсех тăнă. Красный Бор ялне штурмланă чухне, хаяр çапăçусенче, мана иккĕмĕш хут амантрĕç. Ленинград хулинчи 1446-мĕш госпитальте сыватрĕç, III ушкăнри инвалид пулни çинчен документ пачĕç, — çапла каласа панăччĕ мана Аслă Отечественнăй вăрçăн хăрушă саманчĕсем çинчен хисеплĕ вăрçă ветеранĕ, юратнă атте. 1943-1945 çулсенче вăл Мускаври çар округĕнче командирсем вĕрентсе хатĕрлекен курс слушателĕ пулать, çарăн аслă следователĕнче тăрăшулăх кăтартать. Аслă Отечественнăй вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн манăн аттене Оте­чествăннăй вăрçăн I тата II степеньлĕ орденĕсемпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн вăл мирлĕ ĕçе пуçăнать. 1946 çулта Тутар АССРĕн прокурор пулăшуçинче, Хусанти Ленин тата Сталин ячĕсемпе хисепленекен районсенче прокурорта ĕçлет. 1950 çулта тăван ене — Чăваш Республикине куçса килет. 1951 çулччен Хĕрлĕ Чутай районĕн прокурорĕ пулать. 1951 çулхи сентябрь уйăхĕнче Рязань облаçĕнчи Шалти ĕçсен министерствин управлени­йĕнче ĕçлеме пуçлать те мĕн пенсие тухичченех унта тăрăшать. 1985 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче вăл çĕре кĕрет. Ăна Рязань хулин масарĕ çине пытарнă. Эпир аттепе чăннипех те мухтанатпăр, унăн вăрçăри паттăрлăхне тивĕçлипе хаклатпăр, вăл çакна тивĕçлĕ те.

А.ХОВАНСКИЙ, РФ Журналистсен, ЧР Писательсен союзĕсен членĕ.

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА тата А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.



Урмарская районная газета
09 ноября 2020
14:20
Поделиться