Ырă енне туртăнсан умри çул та уçăлать
2020 çулхи августăн 21-мĕшĕнчен тытăнса район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ — Дмитрий Геннадьевич Иванов ĕçлеме тытăнчĕ. Дмитрий Геннадьевич пирĕн районта çĕнĕ çын мар. Ĕç кун-çулĕ тăван ялĕнчен пуçланнă: предприниматель, «Шоркистринский» ПК водителĕ, кунтах ял хуçалăх производстви енĕпе ĕçлекен председателĕн заместителĕ. 2011-2015 çулсенче вăл райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕнче — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ тесе каласан та пĕрре те йăнăш пулмасть. Район тилхепине алла тытнăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ пулин те Дмитрий Геннадьевичпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр.
– Дмитрий Геннадьевич, калăр-ха, çак йывăр та яваплă ĕçе кÿлĕнме мĕн хистерĕ-ха сире?
– Тăван çĕре, тăван тăрăха юратни. Манăн умри пĕрремĕш тÿрĕ тивĕç - районăн экономикипе социаллă сферине çирĕплетесси, çав хушăрах тата хамăрăн культурăпа хăйнеевĕрлĕхе сыхласа хăварасси, районта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтересси тата социаллă хÿтлĕх парасси, унсăр пуçне пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшасси. Ятарласа тытăнсан ĕç пулатех, тенĕ ваттисем. Эпĕ çакна ĕненетĕп. Ырă енне туртăнсан ырă çул çине тухатăнах. Ĕçри тĕп ыйтусене пурнăçа кĕртес тесен пирĕн вăйсене пĕрлештермелле. Йышпа эпир пур ĕçе те тума пултаратпăр.
– «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» Чăваш Республикинчи патшалăх программи пирĕн районта еплерех аталанса пынипе паллаштараймастăр-ши?
– Ку тĕлĕшпе ĕçсем вырăнтан тапраннă темелле. Пурăнмалли условисене лайăхлатма социаллă пулăшу кирлĕ яллă вырăнсенче пурăнакан граждансен списокне тунă.
Ку тĕллевпе 2020 çулта 1,393 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Çак шутран 1,147 млн тенкипе Кĕтеснер ялĕнче уйрăм кил-çурт çавăракан пĕр гражданина тивĕçтернĕ.
– Вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктурăна аталантарас проект еплерех пурнăçа кĕрсе пырать-ха?
– 2020 çулта районта пĕтĕмпе 12,203 млн тенкĕлĕх 38 проект пурнăçланса пырать, вĕсенчен республика бюджечĕ шучĕпе 7,322 млн тенкĕ. Аукцион ирттернĕ хыççăн проектсен хакĕ 10,681 млн тенкĕпе танлашнă.
Кăçалхи ноябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне 38 проектран 37 проектĕнче ĕçсем вĕçленсе пынă, кунта 10,44 млн тенкĕ укçа тăкакланă, çав шутра республика бюджетĕнчен – 6,26 млн тенкĕ, 1 проектне вĕçне çитерессипе малалла ĕçлетпĕр.
– Капиталлă строительство объекчĕсен проект докуменчĕсене тăвассипе, патшалăх экспертизисем ирттерессипе районта ĕçсем еплерех пыраççĕ?
– 2020 çулта ку енĕпе районта 1 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Вăл Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнмалли çурт вырăнĕсем уйăрасси пулса тăрать. Кунта ял çыннисемпе Вăрмар поселокĕнчи нумай ачаллă çемьесене çурт çавăрма çĕр уйăрса парассипе ĕçлеме тытăннă.
Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 4,065 млн тенкĕ укçа уйăрнă.
Район администрацийĕ çак ĕçе пурнăçлама конкурс процедурине ирттерсе «Институт «Чувашгипроводхоз» акционерсен хупă обществипе муниципаллă контракт çирĕплетнĕ. Ĕçе çĕнĕ çул пуçланиччен туса пĕтерме тĕллев лартнă.
– Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине çирĕплетнĕ ĕнтĕ, çав шутра пирĕн районта та ăна пурнăçлама палăртнă. Республика тата пирĕн район аталанăвĕн пур тытăмĕ те çак программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Унта пур сферăна та тĕплĕн палăртса хăварнă. Кăçал çак программа пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пынă-ха?
– Районти халăх пурăнакан территорисене тирпей-илем кĕртессипе тата аталантарассипе планпа 51 проект пурнăçланмалла. Ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен 6,0 млн тенкĕ укçа уйăрнă, çав шутран 2,6 млн тенкипе усă курнă. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.
– ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалласа кăçал кашни ял валли пурте усă куракан вырăнсене йĕркелеме 100 пин тенкĕ укçа уйăрни пирки те калаçу пырать. Çак укçа-тенкĕ пирĕн района та çитнĕ. Унпа районти ял тăрăхĕсенче туллин усă курма пултарчĕç-и?
– Пĕтĕмĕшле илсен районти ял тăрăхĕсенче ку укçапа вырăнти халăх шухăш-кăмăлне шута илсе усă курнă. Акă, тĕслĕхрен, чылай ялта кашни ялăн уйрăмлăхне палăртакан илемлĕ стелăсем вырнаçтарнă. Хăш-пĕр ялсенче 1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетнĕ. Чылай ялсенче ача-пăча валли вылямалли площадкăсем туса лартнă. Теприсем ял урамĕсене çутăпа тивĕçтернĕ, тарасасем те чавма палăртнă. Сцена çинче вылямалли тумсем тата ялти клубсем валли сĕтел-пукан илес текенсем те пур.
– Районта хальхи вăхăтра хăш енĕпе ĕçсем аванрах пыраççĕ? Малашлăх тĕллевĕсем пирки те кăштах чарăнса тăраймастăр-ши?
– Эпир Чăваш Республикин Правительстви палăртакан тĕллевсемпе задачисене тĕплĕн пурнăçласа пырассишĕн тăрăшатпăр. Акă районта «Аквапром» гидроаккумуляторсем тата сарăлакан пичкесем туса кăларассипе ĕçлет. Паянхи кун кунта 15 çын вăй хурать. Кунта туса кăларакан продукци Чăваш Республикин территорийĕнче кăна мар, Санкт-Петербург, Пенза, Екатеринбург, Мускав, Красноярск хулисене саланать. Предприятин 2019 çулхи таварçаврăнăшĕ 25 млн тенкĕпе танлашнă. «Светлана» тулли мар яваплă общество та аван ĕçлесе пырать. Çĕвĕ предприятийĕнче паянхи куна 72 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Кунта ĕçлекенсен вăтам çулĕ 40 çулпа танлашать. Предприятинче хĕллехи тата çуллахи ĕç тумĕсем, вырăн таврашĕсем, кĕркунне-çуркунне тăхăнмалли курткăсем, халатсем çĕлессипе вăй хураççĕ.
Наци проекчĕсен тĕрлĕрен программисене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Паянхи кунпа çыхăннă вĕрентÿ центрĕсем вăй илсе пыраççĕ. «Паянхи шкул» регион шайĕнчи проектпа килĕшÿллĕн Мăнçырмари тата Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» /«Точка роста»\ вĕрентÿ центрĕсем ĕçлеме пуçланă. Кун пек вырăн Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта унчченех ĕçе тытăннă. «Технология», «ОБЖ», «Информатика» предмечĕсемпе тарăнрах пĕлÿ илме пулăшĕ те çакă. Çĕнĕ вĕрентÿ центрĕсене туса хуни ачасене цифра, шахмат, проект ĕçĕпе çыхăннă пĕлĕвĕсене ÿстерме, пултарулăх тĕлĕшĕнчен аталанса паянхи пурнăç условийĕсенче хăйсен тĕллевĕсене аталантарма пулăшасси куç кĕрет.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашни ача çитĕнĕвĕ» регионти проекчĕн тивлечĕпе чылай шкулсенчи спортзалсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче хальхи вăхăтра ытларах та ытларах телемедицинăпа усă кураççĕ. «Патшалăхăн сывлăх сыхлавĕнчи пĕрлехи информаци тытăмĕн никĕсĕ çинче пĕрлехи цифра контурне туса хурасси» регион проектне пурнăçа кĕртни çак мелпе ĕçлеме май парать. Çавна май халĕ тухтăрсем тĕрĕсрех диагноз лартас, сиплеве улшăнусем кĕртес тесе пĕр-пĕринпе инçет мелĕпе çыхăнса канашлаççĕ.
Ача-пăча площадки, парк, стадионта футбол уйĕ тăвассипе те малалла ĕçлетпĕр. Çывăх вăхăтра районти юхăнса кайнă çул-йĕрсене те юсассипе ĕçлеме тытăнатпăр. Вăрмар поселокĕнче пурăнакансен тахçантанпах тăсăлнă çивĕч ыйтăвне – мунчана юсаса кĕме юрăхлă тăвассине çитес çулччен йĕркене кĕртме палăртнă. Ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем те пурнăçланчĕç. Акă, тĕслĕхрен, Вăрмар поселокĕнчи 2 номерлĕ «Колосок» ача садĕнче чÿречесене, хутса ăшăтмалли тата шывпа тивĕçтермелли тытăма, çивиттине улăштарнă тата ытти вак-тĕвек ĕçсене пурнăçланă. Аслă Чак ялĕнче пурăнакансем ыйтнине шута илсе кунта ача сачĕ уçма тĕллев лартнă.
Çитес çулсенче районта туризма аталантарас тĕллевпе Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ /Аслă Чак ял тăрăхĕнчен/ Л.Николаев çине тăнипе Атнаш ялĕнче этнокультурăллă рунопарк тума палăртнă.
Çавăн пекех Арапуçĕнчи шкул çуртне те тума тытăнмалла. Вăрмар поселокĕнчи парка тĕпренех çĕнетсе хута ямалла. Пирĕн район ытларах çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннине шута илсе ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсен продукцине пĕр харăсах сутмалли пĕрлехи суту-илÿ сетьне туса хумалла. Ял çыннисем хăйсем туса илекен продукцине тĕрĕс хаксемпе сутма тата ăна пирвайхи тапхăрта туса илмелли предприятисем уçма пулăшмашкăн коопераци çыхăнăвĕсене аталантармалла. Аграрисемпе уйрăм хушма хуçалăх тытакансене малашне те пур енлĕн пулăшса тăрăпăр.
Районти усăсăр выртакан çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртессипе те ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра ахаль выртакан çĕрсен лаптăкĕ 3102 гектар шутланать, çав шутран 1555 гектарне ял хуçалăх пĕлтерĕшлисен шутне кĕртме палăртнă. Паянхи кун тĕлне 1200 гектарне пусăçаврăнăшне кĕртнĕ. 2020 çулта район администрацийĕ тата ял тăрăхĕсем 509,35 гектар çĕре арендăна пама ирĕк илме 63 аукцион ирттернĕ. Энтрияль ял тăрăхĕнчи 200 гектар çĕре «Каспий — Агро» тулли мар яваплă общество пусăçаврăнăшне кĕртнĕ. Ку енĕпе «Свебрата» тулли мар яваплă общество та аван ĕçлесе пырать, вĕсем 101 гектар, А.Никитин хуçалăхĕ 44, И.Мучукова - 50, А.Смирнов — 14, А.Смородинов 25 гектар çĕре пусăçаврăнăшне кĕртнĕ. Ку ĕç районта малалла пырать. Усă курман çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртни ял хуçалăх продукцине те ытларах туса илме май парать.
Паянхи агропромышленноç комплексĕ вăл районăн экономика аталанăвĕ кăна мар, чăваш ялĕн йăли-йĕркисен çирĕп сыхласа хăвармалли шанчăк та пулнине пирĕн манма юрамасть. Ялта пурăнакансем йывăрлăхра пĕччен маррине туйса илме пултарччăр.
Пурте пĕрле эпир хальхи пурнăçшăн, пуласлăхшăн çитĕнÿсем тума пултарасса шансах тăратăп.
А.НИКОЛАЕВА калаçнă.