Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Медицина умĕнче — пысăк задачăсем

Çак кунсенче Канаш хулинче иртнĕ канашлура ЧР сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене проектлассипе тата юсассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Канашлăва ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев хутшăннă.

Вăл палăртнă тăрăх, малашлăхра сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес виçĕ шайлă тытăма аталантарас тĕлĕш­пе пысăк задачăсем тăраççĕ. «Ку вăл сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене юсас ĕçе малалла тăсасси те, çĕннисем тă­васси те. Çĕнĕ медицина центрĕсем хăпартма планлатпăр. Çав вă­хăтрах вĕсене нумай функциллĕ центрсем пек йĕркелемелле, кирлĕ чухне урăх профильпе те ĕçлеме пултарччăр», — палăртнă регион руководи­телĕ. Çак шухăшăн тĕрĕслĕхне паянхи пурнăç хăй çирĕплетет, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра медучрежденисене ковид-стационарсем пек ĕçлеме куçарма тивет. Унсăр пуçне, регионти медицинăн пуçламăш тытăмне модернизацилес программăн проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2021-2025 çулсенче фельдшер пункчĕсем тата фельдшерпа акушер пункчĕсем — 103, врач амбулатори­йĕсем — 19, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем 9 тума палăртнă.

Вăрмар районĕнче те сывлăх сых­лавĕн тытăмĕн аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Ача-пăча сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн программи, çав шутра ача­сене медицина пулăшăвĕ кÿрес тĕлĕшпе хальхи йышши инфраструктура тăвасси» регионти проекчĕ шайĕн­че Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн поликлиникин ача-пăча уйрăмĕнче тата хĕрарăмсен консультацийĕнче 7 миллион та 800 пине яхăн тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Районти тĕп больницăн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул поликлиника çуртне тĕпрен юсассипе, больница территорине пĕтĕмĕшле тирпейлессипе ĕçсем пуçланмалла. Унсăр пуçне Шăп­латра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума, районти кивелнĕ хăш-пĕр ФАПсене юсама палăртнă. Ку вăл пĕтĕмпех халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса, пациентсене хальхи йышши медицина пу­лăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе пулса пырать.

И.ДАНИЛОВА.



Урмарская районная газета
04 декабря 2020
10:43
Поделиться