Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Сарлака ман Тăван çĕршывăм» ятлă конкурс иртрĕ

Раштав уйăхӗн 17-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕпе хипленекен Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă туса  «Сарлака ман Тăван çĕршывăм» ятлă конкурс иртрĕ.

Вăрмар районӗнчи 3-мĕш номерлĕ «Зоренька» ача садӗнче ĕçлекен  шкул çулне çитмен ачасен муниципаллă бюджетлă вӗрентӳ учережденийӗнчи вӗрентекенсен ушкăнӗ: Г.И. Жук, Т.А.  Шуйская,  Г.Н.  Зобова воспитательсем те çак конкурса хутшăнса «Чăваш чĕлхипе, литературипе, йăли-йĕркипе, культурипе шкул ÿсĕмне çитменнисене (ача сачĕ) паллаштарасси» номинацире призёр ятне илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Малашне те вĕсене ăнăçу сунатпăр.



Управление образования и молодежной политики администрации Урмарского района
22 декабря 2020
08:52
Поделиться