Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Наукари утăмсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ

2021-мӗш ҫула Чӑваш Енре  Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ. Çав шутпа шкулсенче уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем, куравсем тата ытти мероприятисем иртеççĕ. Чăваш  чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕ çак çулталăка  халалласа «Наукăри утăмсем» наукăпа практика конференцийĕ йĕркелерĕ. Конференцие  хутшăнакансем  краеведенипе 7 тĕпчев ĕçĕ, чăваш чĕлхипе  2 тĕпчев ĕçĕ, чăваш литературипе   1  тĕчев ĕçĕ тăратнă. Тăван  ен культури секцине хутшăннă  вĕренекенсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫĕ  тăван халăхăмăрăн манăçми паттăрлăхĕ  пулнине хăйсен тĕпчев ĕçĕсенче  çутатса панă, хамăр районпа çыхăннă материалсем тупма пултарнă. Чăваш чĕлхи секцине хутшăннă ĕçсем те кăсăклă пулнине палăртмалла: ачасем тăван чĕлхен пуянлăхне уçса пама тăрăшнă. Çапла вара, ĕçсене пăхса тухакансем 8 критерие шута илсе  çĕнтерӱçĕсемпе призĕрсене палăртнă.

Тăван ен культура секцинче Максимова  Марианна (Чупай шкулĕ. вĕрентекенĕ Цыфаркина Л.А.) тата Илларионов Владислав (Вăрмар шкулĕ, вĕрентекенĕ Иванова Р.М.)  çĕнтерӱçĕсем.  2-мĕш вырăна Цыркунов Евгений (Мăнçырма шкулĕ, вĕрентекенĕ Цыркунова Т.Л.) тата Матвеев Тимур (Кĕлкеш шкулĕ, вĕрентекенĕ Максимова Е.Г.) тивĕçрĕç.  Григорьева Дарья (Вăрмар шкулĕ, вĕрентекенĕ Яковлева И.В.), Михайлов Даниил (Пинер шкулĕ, вĕрентекенĕ Васильева Н.В.), Данилова Кристина (Чулкас шкулĕ, вĕрентекенĕсем Семĕнова Е.В. тата Михайлова А.В.) 3 - мĕш вырăнта. Чăваш чĕлхи секцинче Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекен  Артемьева  Каринăпа  Петрова Таня ĕçĕ çĕнтерӱçĕ шутĕнче, ертсе пыраканĕ  Иванова И.В., Табакова Таня (Вăрмар шкулĕ, ертсе пыраканĕ Васильева Г.Н.) призер. Романова Инга (Кĕлкеш шкулĕ, вĕрентекенĕ  Максимова Е.Г.) чăваш литература секцине хутшăнса çĕнтерӱçĕ пулса тăчĕ.

Вĕренекенсене  тата вĕсене  ертсе пыракансене  саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!



Управление образования и молодежной политики администрации Урмарского района
31 марта 2021
08:25
Поделиться