Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем чувашского языка

Тăван чĕлхепе культурăна вĕрентекен учительсем, культура ĕçченĕсем, районăн хисеплĕ те хаклă çыннисем!

Сире Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Кашни çыншăнах хăйĕн тăван чĕлхи хаклăран та хаклă пуянлăхĕ. Аслă çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлев çапла палăртнă: «Анне чĕлхи – халăх ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕн аслăран та аслă вăйĕ, унăн тĕп тĕрекĕ». И.Я. Яковлев халалĕсене пурнăҫласа эпир хамăрăн чĕлхене сыхласа упрас, пуянлатас тата унăн халăх хушшинчи чыс-сумне ÿстерес тĕллевпе комплекслăн ĕҫлетпĕр, нумай ĕмĕре тăсăлакан тăван культура йăли-йĕркине малалла аталантаратпăр.
Района пурăнакан кашни çынах тăван ен историне, чĕлхипе культурине пĕлнипе тивĕçлипе палăрса тăрасси, халăх йăли-йĕрки вара малалла та йĕркеллĕн сыхланса упранса ăруран-ăрăва куçса пырасси пирки те иккĕленместпĕр.
Çак паллă кун тăван чĕхепе культурăна вĕрентекенсене, çыравçăсемпе журналистсене – чĕлхемĕре пуянлатассишĕн тата унăн халăх хушшинчи чыс-сумне ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшакан мĕнпур çынна – чун-чĕререн тав тăватпăр.
Сире çирĕп сывлăх, пултаруллă ĕçре çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатпăр.


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                                        Ю.А. Иванов

Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                                   Д.Г. Иванов

Уважаемые  учителя родного языка и литературы, работники культуры! Дорогие жители Урмарского района!

Поздравляем вас с Днем чувашского языка.

Родной язык является величайшей ценностью для каждого человека.

Великий просветитель И.Я. Яковлева писал: «Материнский язык – величайшая из духовно-нравственных сил народа, главная его опора».  Мы проводим работу по сохранению, обогащению и популяризации родной речи, развиваем многовековые культурные традиции, следуя заветам великого чувашского просветителя И.Я. Яковлева.    

В этот день особую признательность выражаем учителям родного языка и литературы, журналистам - всем тем, кто занимается обогащением и популяризацией родной речи.

Уверены, что знание истории родного края, языка, культуры будут присущи каждому жителю района, а народные традиции будут и впредь бережно сохраняться и передаваться из поколения в поколение.    

Желаем вам крепкого здоровья, успехов в созидательной работе, счастья и благополучия!

Глава Урмарского района                                                                                                  Ю.А. Иванов

Глава администрации Урмарского района                                                                         Д.Г. Иванов



24 апреля 2021
10:12
Поделиться