Поздравление с Днем Республики
![Поздравление с Днем Республики](https://fs01.cap.ru//www21-06/urmary/news/2021/06/23/d0c298d1-0fd6-429a-a1b3-d66bd2d8a7e4/maxresdefault_g1vcgjtg_i0g3wmhj.jpg?i=35)
Хисеплĕ Вăрмар районĕн çыннисем!
Сире Республика кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн паллă кун, мĕншĕн тесен вăл 1920-мĕш çулта республикăн автономине туса хунипе çыхăннă.
Эпир хамăрăн халăхăн хăйне евĕрлĕ культурине, авалхи йăли-йĕркине тирпейлĕн упраса ăруран ăрăва паратпăр. Туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни, ыттисемпе тимлĕ пулни, тăван çĕре юратни, аслисене хисеплени - çакă пире хамăрăн нумай нациллĕ республикăри тăнăçлăхпа çураçăва упрама пулăшать. Паян пирĕн регион пысăк вăй-хăватлă тата ырă малашлăхлă пулнине çирĕплетсех калама пултаратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, ăнăçулăх, палăртнă мĕн пур ĕçе пурнăçлама иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Г. Иванов
Дорогие жители Урмарского района!
Сердечно поздравляем вас с Днем Республики!
24 июня для жителей Чувашии – знаменательный день, потому что в 1920 году была провозглашена автономия республики.
Мы бережно передаем из поколения в поколение уникальную культуру и древние традиции своего народа. Дружба и взаимопонимание, забота о ближнем, любовь к родной земле, уважение и почитание старших – все это помогает нам сохранять мир и согласие в нашей многонациональной республике. Мы можем с уверенностью сказать, что у нашего региона большой потенциал и прекрасные перспективы.
Желаем вам крепкого здоровья, благополучия, неисчерпаемой энергии для реализации всех намеченных планов!
Глава Урмарского района Ю.А. Иванов
Глава администрации Урмарского района Д.Г. Иванов