Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнĕ май тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне халалласа… Аслă ăрури Тикаш ял çыннисем аса илнинчен

Тикаш ял библиотекинче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнĕ май тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне халалласа Галина тата Геннадий Матвеевсен «Вăрçă çулĕсенче» кĕнекен презентацийĕ пулчĕ. Çĕнĕ кĕнеке презентацине Тикаш ял библиотекин заведующийĕ, Тикаш ял тăрăхĕн хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ираида Николаевна Иванова йĕркелесе ирттерчĕ.
Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Валерий Иванович Нарсов «Вăрçă çулĕсенче» кĕнекен авторĕсене Галина тата Геннадий Матвеевсене тав сăмахĕ каларĕ, пултаруллă ентешсене малашне те тухăçлă ĕçлеме çирĕп вăй-хал сунчĕ.
Ялти культура çурчĕнче «Вăрçă çулĕсенче» кĕнеке авторĕсем Галина тата Геннадий Матвеевсем хăйсен кĕнеки пирки тĕплĕн каласа пачĕç, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене, ялтан окопсем чавма кайнă çынсен кунçулĕсемпе паллаштарчĕç.
Презентаци вăхăтĕнче Василиса Ивановна Волкова, Николай Степанович Тимушкин, Петр Иванович Чернов, Галина Германовна тата Геннадий Германович Матвеевсем, вăрçă вăхăтĕнчи çынсен паттăрлăхĕ пирки аса илчĕç. Кĕнеке авторĕ Геннадий Германович Матвеев хăйĕн «СУРСКИЙ РУБЕЖ» сăввине вуласа пачĕ.
Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Надежда Михайловна Ульянова тата кунтах çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалист Зоя Ивановна Семенова хăйсен ашшĕ-амăшĕсем вăрçă тапхăрĕ пирки, вăрçă хыççăн мĕнле экономикăна çĕклени пирки каланисене аса илчĕç.
Валерий Нарсов, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ, 10 октябрь 2021 çул