Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем народного единства

Поздравление с Днем народного единства

Хаклă та хисеплĕ ентешсем, район çыннисем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Ноябрĕн 4 – мĕшĕ – асран кайми паллă кун. Вăл пире  мăн асаттемпе мăнаçланма май парать тата аслă халăх пĕрлешнин символĕ пулса тăрать. 

Пĕрлехи ĕç çынсене нимрен те ытларах çывăхлатать. Пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланма тăрăшса, пулăшса пырса тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесен кăна çитĕнÿ тума пулать.  Пирĕн Республикăра нумай нациллĕ халăх мĕн авалтан килĕштерсе пурăнать, туслăхпа ырă кÿршĕлĕх çыхăнăвĕсене шанчăклăн çирĕплетет, культурăна тимлĕн сыхласа упрать, мăн асаттесен йăли-йĕркисене сума сăвать.

Вăй-хала пĕрлештерсен эпир палăртнă чылай тĕллеве çăмăллăнах пурнăçа кĕртме пултарасса шансах тăратпăр.

 Уяв ячĕпе саламласа сире чун-чĕререн мирлĕ пурнăç, телей тата ăнăçу сунатпăр.


Вăрмар район пуçлăхĕ   

                                                                                                                                         Ю.А. Иванов
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                    Д.Г. Иванов  

Уважаемые жители Урмарского района!

 

Поздравляем вас с праздником — Днем народного единства!

4 ноября - важная памятная дата, ставшая символом гордости за наших предков, сплочения и единения великого народа. 

Ничто так не объединяет людей как совместные большие и малые дела. Добиться успеха можно только благодаря честному и добросовестному труду, взаимоуважению, способности понимать и поддерживать друг друга. На протяжении многих столетий многонациональный народ нашей Республики живет в мире и согласии, укрепляет узы дружбы и добрососедства, бережно хранит культуру, уважает традиции предков.

Уверены, объединив усилия, мы воплотим в жизнь новые перспективные замыслы. Поздравляя вас с праздником, от всей души желаем всем мира, счастья и благополучия!

 

Глава Урмарского района                                                                                                     Ю.А. Иванов

 

Глава администрации Урмарского района                                                                          Д.Г. Иванов

 

 



03 ноября 2021
14:19
Поделиться