Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуçарулăх бюджечĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума май парать

Кăçалхи февраль-ноябрь уйăхĕсенче район хаçатĕнче «Халăхран та нумай килет» ятарлă проект пурнăçланса пычĕ. Проект шайĕнче эпир районти ял тăрăхĕсенче пуçарулăх бюджечĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан ĕçсене туллин çутатса пама тăрăшрăмăр. Ялсенче пуçаруллă та çине тăракан çынсем сахал маррине куртăмăр.

Çапла Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче те çынсем пĕрле пуçтарăнса курăмлă ĕçсем тума пултараççĕ. Паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тăрăшулăхĕнчен, халăхпа пĕр чĕл­хе тупма пултарнинчен те нумай килет. 2020 çулхи ноябрь уйă­хĕнчен пуçласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче Вячеслав Юрьевич Васильев тăрăшать. Пур яваплăхпа пикенчĕ вăл çĕнĕ ĕçе, Кивĕ Вăрмарта кăçал епле ĕçсем пурнăçлани пирки каласа пачĕ пире.

Пуçарулăх бюджечĕпе килĕшÿллĕн Кивĕ Вăрмарта кăçал пĕр проект пурнăçланнă: ялти масара тимĕр сеткăпа тытса çавăрнă, тимĕр хапха лартнă. Чи малтанах проект хакĕ 600 пин тенкĕлĕх пулнă, аукцион хыççăн 480 пин тенкĕпе танлашнă. Ял халăхне пуçтарса кивĕ йывăç картана салатнă, масар çинчи кирлĕ мар йывăçсене касса кăкланă, карта тытмалли юпасене çĕнĕрен тÿрлетсе лартнă. Масар тавра карта тытма ял халăхĕ 96 пин тенкĕ пуçтарса панă, вырăнти бюджетран та 96 пин тенкĕ уйăрнă. Республика бюджетĕнчен вара 288 пин тенкĕ куçарнă. Ĕçсене май уйăхĕнче вĕçленĕ пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Вячеслав Юрьевичăн сăнÿкерчĕкĕсен пуххинче ялта пурнăçланă кашни ĕç паллă. Акă масар çинче ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн арçынсене пĕр çĕре пухса асăнмалăх сăнÿкерчĕк туса юлма ĕлкĕрнĕ вăл /ÿкерчĕк çинче/.

Палăртса хăвармалла, çитес çул пуçарулăх бюджечĕпе тата тепĕр икĕ проект пурнăçлама палăртнă. Пĕри вăл ялти Карл Маркс ячĕл­лĕ тата Молодежная урамсенче вак чул сарса çул тă­васси. Проект хакĕ 476,880 тенкĕ. Тепĕр проекчĕ — Животноводсен урамĕнчи пĕвене тасатса çыранĕсене бетон сарасси. Хальлĕхе ку проектăн докуменчĕсене хатĕрлессипе ĕçлеççĕ ял администрацийĕнче. Пĕр проектпа кăна папкăна вырнаçайми тем хулăнăш документсен пуххине хатĕрлемелле. Калама кăна.

Кивĕ Вăрмарта пуçарулăх бюджечĕн программисĕр пуçне ытти ĕçсем те пурнăçланаççĕ. Тĕслĕхрен, акă, кăçал ял çамрăкĕсем пĕрле пуçтарăнса стадионта 27 пин тенкĕлĕх хапха тунă, картине улăштарнă. Строительст­во ма­териалĕсене кăна укçалла туяннă, ĕçне йăлтах хăйсем тунă. Вĕсен шутĕнче Александр Николаевич Григорьев тимĕр хапхана сваркăпа тунă. Çавăн пекех Василий Николаевич Григорьев, Борис Михайлович Федоров, Юрий Михайлович Крылов хутшăннă стадионти ĕçсене /ÿкерчĕк çинче/. Укçа-тенкĕ ыт­ла­рах паракансен йышĕнче Сергей Николаевич Феоктистова, Рудольф Тимофе­евич Архипова, Дмитрий Олегович Иванова, Николай Михайлович Иванова палăртса хăвармалла. 2022 çулта стадиона туса пĕтерме 2 198 946,22 тенкĕ уйăрнă. Баскетбол вылямалли асфальт сарнă площадка, тротуар, спорт хатĕрĕсем пулĕç.

Халăх вăйĕпе Чапаев урамĕнчи тарасана çĕнетнĕ /ÿкерчĕк çинче/, укçине вырăнти бюджетран уйăр­нă. Çавăн пекех Çĕнкасра çăл вырăнне çĕнетнĕ. Перс­пективная урамра ăпăр-тапăр пухмалли контейнер вырнаçтарнă.

Вячеслав Юрьевич ялти ĕçсене хутшăннă пур çынна та тав тунине пĕлтерет, малашне те ял аталанăвĕшĕн пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пурăнасса шанать.

«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МихайловА хатĕрленĕ.



Районная газета "Херле ялав"
26 ноября 2021
15:35
Поделиться