Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Новым годом и Рождеством!

Поздравление с Новым годом и Рождеством!

Хисеплĕ ентешсем, Вăрмар районĕн çыннисем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чунтан саламлатпăр. 

Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, ырă туйăмсем вăратса тата та нумайрах ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра эпир иртсе пыракан çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр тата малашлах вали тĕллевсем палăртатпăр.

2021 çул пирĕншĕн пуриншĕн те пĕчĕк тата пысăк ĕçсен çулталăкĕ пулчĕ. Паллах, пурнăçа кĕртнĕ тĕллевсенче пирĕнтен  кашнийĕ хăй тÿпине хывнă.

Хаклă тăванăмăрсем! Пархатарлă ĕçĕрсемшĕн, тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн сире чунтан тав тăватпăр. Çитес çул çутă та пуян пуласса, пире чылай кăсăк пулăмпа тата çĕнĕлĕхпе савăнтарасса шансах тăратпăр.

Уявсем ячĕпе саламласа пĕр – пĕрне чи лайăххине кăна сунар.  Çĕнĕ çул пирĕн пĕрлехи çурта ырăпа тата килĕшÿпе кĕтĕр, пирĕн ĕмĕт-шухăшсене тÿрре кăлартăр, савăнăç валли тата ытларах сăлтав илсе килтĕр, пирĕншĕн ырлăхпа ăнăçу çулĕ пултăр.  Пурне те çĕнĕ çулта  сывлăх, юрату тату пурнăç  сунатпăр! Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире! 

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                                         Ю.А. Иванов

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                          Д.Г. Иванов

Дорогие жители Урмарского района!

Искренне поздравляем вас с самыми любимыми и долгожданными праздниками – Новым годом и Рождеством  Христовым!

Новый год – это чудесная пора ожидания волшебства. Это праздник веры и надежды, добра и света, гармонии и любви. Именно в это время мы подводим итоги уходящего года и намечаем планы на будущее.

2021  год для всех нас стал годом больших и малых добрых дел.

От всего сердца благодарим вас, дорогие земляки, за все хорошее, что было в уходящем году, за ваш труд, за любовь к урмарской земле. Уверены, что наступающий год будет ярким и насыщенным, нас ждет много интересных событий и новых открытий. 

Поздравляя с праздниками, пожелаем друг другу всего самого наилучшего. Пусть наступающий Новый год войдет в наш общий  дом с миром, добром и согласием, пусть оправдает все наши мечты и ожидания, принесет еще больше поводов для радости, пусть станет для нас годом благополучия и успехов. С новым годом, с новым счастьем!

Глава Урмарского района                                                                                                 Ю.А. Иванов

Глава администрации Урмарского района                                                                     Д.Г. Иванов



30 декабря 2021
08:13
Поделиться