Тăрăшакансене патшалăх пулăшать, вĕсем хăйсем те алă усса лармаççĕ
Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли, ялта ĕçлесе пурăнакансене патшалăх енчен пулăшмалли тĕрлĕ мелсем вăя кĕрсе пыраççĕ. Нумайранпа ĕнтĕ районта пурăнакансем вак хуçалăхсене аталантарас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсене хутшăнса çемье фермисем йĕркелесе янă тата тин çеç ĕçе пуçăннă фермерсем те ăнăçлă аталанма майсем тупнă.
Кивĕ Мăнтăр ялĕнчи Ильинсен çемйин ĕç кун-çулĕ мĕн çамрăкранах выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă. Çак ĕçе вĕсем ачисене те хăнăхтарса пынă. Малтанхи вăхăтра Николай Иосифович «Россия» совхозра фермăра вăй хунă. Каярахпа уйрăм хушма хуçалăх /ЛПХ\ мелĕпе килте вите туса лартса сысна ĕрчетме тытăннă.
Ильинсен çемйинче 5 ача. Надеждăпа Татьяна çемйисемпе Санкт-Петербург хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Андрей Çĕнĕ Шупашкарта çемйипе тĕпленнĕ. Альбинăпа Альбертăн çемйисем хăйсен ялĕнчех пурăнаççĕ. Пур ĕçе те пĕрле канашласа ĕçлеççĕ Ильинсем. Çулсем иртнĕçемĕн вĕсем мăйракаллă шултра выльăх усрама тытăннă. Ку ĕçе хĕрĕ Альбина Николаевна Ильина хăй çине илме шутланă. Ашшĕ Николай Иосифович хĕрне мĕн вăй çитнĕ таран пулăшса пырать. Çапла вара хĕрĕ Альбина Николаевна «2012-2014 çулсенче хресчен хуçалăх никĕсĕ çинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çемье фермине аталантарас» программăна хутшăнса 1 млн та 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнă. Тăрăшакана Турă та пулăшать тенĕ пек çемьене патшалăх енчен пулăшу кÿни савăнтарнă. Йывăрлăхран хăраманскерсем выльăх-чĕрлĕх туянса малалла ĕçлеме тытăннă. Эпир пынă кун килĕнче Альбина Николаевна çукчĕ, ашшĕпе Николай Иосифовичпа калаçма тиврĕ. «Чăнах та ĕçпе те, ăспа та пулăшса пыратăп. Выльăх-чĕрлĕх валли рационне те хамах тăватăп, вĕсем чирлес-мĕн пулсан, йывăрах мар чухне сыватма та тăрăшатăп. Вĕсем пĕчĕк ача пекех, тимлĕх кирлĕ – ачашланма та юратаççĕ, хăш чухне ятлаçса та илетĕп. Ирхине шурăмпуçпа тухатпăр та вĕсем патне, ĕç пуçланать вара: апатне валеçмелле, шывне те ĕçтермелле, çуллахи кунсенче картишне кăларатпăр. Хăнăхса çитрĕç тухмаллине те, кĕмеллине те, хăйсемех пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра ытларах мăнукпа - Андрей ывăлăн ачипе Никитăпа ĕçлетпĕр. Вăл Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 9-мĕш кадет класĕнчен вĕренсе тухрĕ. Çамрăк пулин те ĕç майне часах вĕренсе пычĕ, ÿркенмест. Чи кирли вăл - ĕçе юратни, ÿссе çитсен хăй мĕнле ĕçе суйласа илес тет - çавăнта кайтăр, манран чару çук. Ĕçлес тесен таçта та ĕçлеме пулать, хăвна килĕшекен професси суйласа ил те кай малалла. Халь пурнăçĕ аван.
Патшалăх пулăшăвне илни чылай çул иртрĕ ĕнтĕ, ăна пĕтĕмпех туллин усă куртăмăр. Мĕн илнине, туяннине, ăçта усă курнине пĕтĕмпе патшалăх умĕнче татăлтăмăр. Çамрăксене çакăн пек пулăшÿ кÿнине эпĕ хам енчен ырласа йышăнатăп. Вĕсен йывăрлăх умĕнче хăраса кăна тăмалла мар — тĕллев лартмалла та пурнăçлама тытăнмалла. Халь ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Укçине илме аван пулсан, ĕçлеме те ÿркенмелле мар, тĕллевлĕ усă курмалла. Района, республикăна, хамăр ял тăрăхне ертсе пыракансем шанаççĕ пулсан, пирĕн мĕншĕн алă усса лармалла. Вăкăрсем усранипе пĕрлех сăвакан ĕнесем те туянса усраса пăхасшăн-ха. Кĕçех хамăр районтах сĕт пуçтаракан завод уçăлмалли пирки калаçаççĕ, сĕт юр-варне вырăнтах вырнаçтарни питĕ аван. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов юлашки çулсенче халăх ырлăхĕшĕн чылай ĕçсем туса ирттерни кăмăла çĕклет. Яллă вырăнсен урамĕсенчи çул-йĕре йĕркене кĕртессишĕн вак чулпа сарма тытăнчĕç. Çак ырлăх пирĕн Кивĕ Мăнтăр ялне те çитесси пирки калаçаççĕ, ĕçĕ вырăнтан тапраннă. Районти ытти ялсене çитме асфальтлă çулсем сарма тытăннă: Тупах, Арапуç, Кĕтеснер ялĕсем яка çулпа усă курма пуçланă та ĕнтĕ, тата ытти ĕçсем те пурнăçланаççĕ.
Малтанхи вăхăтра ĕçре кăлтăксем те сиксе тухатчĕç, туса илнĕ продукцине вырнаçтарма май çукчĕ. Халĕ апла мар, веçех йĕркеллĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем е ытти ĕçе пурнăçласси пĕр вырăнта тăмасть, тăтăшах улшăнса пырать. Çавна май туса илнĕ продукци хăйхаклăхĕ те тивĕçтерсех каймасть.
Выльăх апачĕ хатĕрлессине кăна илес пулсан та çавнах каламалла, унта мĕн чухлĕ тăкак. Кун пекех пулсан, малтанхи вăхăтра колхоз-совхозсем пĕтсе ларнă пек, пирĕнни пек пĕчĕк хуçалăхсем пĕтсе ларас хăрушлăх та пысăк пулĕ тесе шутлатăп. Ялсенче уйрăм çынсем те чылайăшĕ сăвакан ĕнесене тытма пăрахрĕç. Ирĕккĕн пăрахман вĕсем, хăйхаклăхĕ тивĕçтерменнине пулах ĕнтĕ. Ку енĕпе патшалăхăн кирлĕ мерăсем йышăнмаллах, ĕçлекен фермерсене пĕтме памалла мар», - тет Николай Иосифович ĕç-хĕл пирки калаçнă май.
Çапла пурăнаççĕ Кивĕ Мăнтăрти Ильинсем. Пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ, çĕршывра, республикăра, районта мĕн пулса иртнипе кăсăклансах тăраççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ А.Ильина хăйĕн ĕçне аван йĕркелесе яни палăрать. Çапла пулмасăр, çумра çирĕп тĕрев — çулĕпе çамрăках мар пулин те ĕçе, юратакан ашшĕ, мăшăрĕ, пĕртăванĕсем, вĕсен ачисем.
Мĕншĕн ĕçлес мар-ха? Ÿркенменнисене патшалăх та пулăшать, харпăр хăйсем те алă усса лармаççĕ.
«Грантсем пурнăçланаççĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.