Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Эпир сире кĕтетпĕр, сирĕнпе мăнаçланатпăр!»

«Эпир сире кĕтетпĕр, сирĕнпе мăнаçланатпăр!»

Çак эрнере Вăрмар поселокĕн центрĕ хумхануллă хĕвĕшÿпе тулчĕ... Халăхăн пĕр пайне мобилизациленине кура ятарлă çар операцине хутшăнма ят тухнă çывăх çыннисене ăсатма пухăнчĕç вăрмарсем.

Салтаксен пĕрремĕш ăсатăвĕ ытларикун пулчĕ. Çар тумĕ тăхăннă, çурăмĕсем хыçне пысăк рюкзаксем çакнă салтаксем районти культура çуртĕнче пуçтарăнчĕç. Вĕсене ăшă сăмахсемпе хавхалантарса, ыррине кăна сунса ЧР строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин, Вăрмар муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин тухса калаçрĕç.

«Пирĕн çĕршыв паян хăрушлăхра. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче асаттесемпе кукаçисем фашизма хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Халĕ вара пирĕн те вĕсен ĕçне малалла тăсма вăхăт çитрĕ. Пуçăрсене ан усăр, паттăр пулăр! Пирĕн­пе пĕрле — Турă, пирĕн алăра — тĕрĕслĕх, эпир çĕнтеретпĕрех!» — терĕç вĕсем, хăюлăхшăн, яваплăхшăн тав турĕç.

«Пĕр-пĕринпе çума-çумăн пулăр, пĕр-пĕрне пулăшăр, сыхă тăрăр. Ан манăр: эпир сире чĕрĕ-сывă кĕтетпĕр, çĕнтерÿпе таврăнăр!» — çапла каласа кирлĕ сĕнÿсем пачĕ Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ, саппасри подполковник М.Пуклаков.

Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ В.Волкова: «Эсир пирĕн хÿтĕлевçĕсем! Эпир сирĕншĕн кĕл тăвăпăр!» — терĕ. «Салтака ал тутри парнеле» акци пирки каласа пачĕ. Унта пирĕн районсем те хутшăннă. Хĕрарăмсем, шкул ачисем мобилизацие лекнисем валли ал тутрисем тĕрленĕ, синкертен хÿтĕлекен эрешсемпе илемлетсе хăйсен чун ăшшине панă. Ку йăла мĕн авалтан пырать, ĕлĕк те вăрçа каякан салтаксене ал тутри парса янă, вăл тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма пулăшасса ĕненнĕ. Çак йăлапа килĕшÿллĕн пирĕн салтаксене те тĕрленĕ ал тутрисем пачĕç.

Салтаксене пил парса Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тухса калаçрĕ. Наталия матушкăпа пĕрле вĕсене пĕчĕк турăшсем, ладан парса тухрĕ.

Волонтерсем салтаксене çак çăмăл мар вăхăтра кирлĕ пулма пултаракан тĕрлĕ япаласем пачĕç. Вĕсене «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци шайĕнче пухăннă, районти уйрăм çын предпринимательсем, фермерсем, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ, ахаль çынсем пухса панă укçа-тенкĕпе туяннă.

Унтан ятарлă çар операцине каякансем ушкăнăн-ушкăнăн тухса автобуссем çине вырнаçрĕç. Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте тата Михаил Архистратиг ячĕллĕ Вăрмарти чиркĕвĕн настоятелĕ Елисей атте вĕсене çветтуй шывпа сапса Турăпа пĕрле пулма сунчĕç.

Районти культура ĕçченĕсем салтак юрри юрларĕç. Пухăннисем çамрăк ентешĕмĕрсене алă сулса ăсатса ячĕç. «Тăван тăрăха таврăнăр! Эпир сире кĕтетпĕр, си­рĕн­пе мăнаçланатпăр!» — илтĕнсе тăчĕ таврара. Салтаксене малтанах вĕрентÿ центрне ярĕç, вĕсем çар ĕçне, хăйсем мĕн пĕлнине аса илĕç, хальхи техникăпа усă курма хăнăхĕç.

Ĕнер вара мобилизацине лекнĕ вăрмарсен тепĕр ушкăнне те чыслăн ăсатрĕç. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем, район руководстви вĕсене ăшă сăмахсем каласа, ырă-сывă таврăнма сунса ăсатса ячĕç.

И. Данилова



Урмарская районная газета "Херле ялав"
21 октября 2022
09:02
Поделиться