Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спорт çурчĕн территорийĕ илемленет

Спорт çурчĕн территорийĕ илемленет

Шупашкарти «Герса» тулли мар яваплă общество подрядлă организаци спорт объекчĕ çывăхĕнчи терри­торие асфальт сарнă. Тĕп пайне халĕ брусчатка сараççĕ. Çамрăксем ĕçлеççĕ кунта. Чи малтанах строи­тельсем спорт çурчĕн сулахай енче пĕр пек тĕттĕм тĕс­лĕ пысăк мар плиткăсем хурса тухма тытăнчĕç. Ку ĕçе пуçăниччен хăйăрпа цементран пĕр хутăш туса ăна плитка хумалли вырăна тăкса якатса тухрĕç /ÿкерчĕк çинче. Никĕс хатĕр те. Унтан домино майлă плиткăсене майлаштарса хурса пычĕç. Пиллĕкĕн ĕçлеççĕ тăрăшса. Павел Александрович Инедеркин бригадир пĕлтернĕ тăрăх, контрактпа килĕшÿллĕн ĕçсене кăçалхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Спорт çурчĕ умĕнчи лаптăка вара тĕрлĕ тĕслĕ пысăк плиткăсем хураççĕ. Калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă хыççăн кĕçех кунта хăтлăх хуçаланма пуçлĕ.

Сăмах май каласан, кăçал Вăрмар поселокĕнче «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хăтлăлатассипе, тротуарсем сарассипе нумай ĕç пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле çак ĕçсене валли ЧР Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинчен 14 миллион ытла тенкĕ куçарнă, хальхи вăхăтра 10 миллион тенкипе усă курнă. Укçа-тенкĕпе малалла усă кураççĕ – Вăрмар поселокĕнчи К.Иванов урамĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕнче асфальт сараççĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.



Урмарская районная газета "Херле ялав"
11 ноября 2022
09:05
Поделиться