Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

А. НИКОЛАЕВА, ĕç ветеранĕ: «Кашни çын пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ»

Февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче черетлĕ 15-мĕш сессийĕ  иртрĕ. Ăна  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ  Леонид  Черкесов ертсе пычĕ.

Сессинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев  Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлĕ пирки тата Раççей Президенчĕ палăртнă наци тĕллевĕсемпе задачисене каласа панине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă паллашма май килчĕ. 

Кăçалхи çулхи йывăр-лару тăру, ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă пулăмсене те татса пама тивнĕ. Çĕршыв политикăлла пусăма кăна мар, экономикăлла  санкцине те тÿссе ирттерчĕ. Социаллă сферăпа халăх хуçалăхне аталантарассипе  чылай пысăк ыйтусене сÿтсе явма тивнĕ. Сессинче депутатсем те търлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев палăртнă тăрăх,  пĕтĕмĕшле илсен  республика пур йывăрлăхсене те чăтăмлă тÿссе ирттерсе търлĕ çивĕч ыйтусене татса пама пултарни палăрчĕ. Инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене, пурнăçри йывăр лару-тăрури çынсене пулăшассипе, спорта, вĕрентĕве, медицинăна, культурăна, çул-йĕрпе строительствăна, туризма аталантарассипе, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе, цифровизацилессипе çыхăннă мĕнпур ыйтусене ăнăçлă татса панă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ республикăра пурăнакан, общество организацийĕсен, граждан  обществин институчĕсен шухăшĕсене тата сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлесе пыни Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О. Николаев тунă отчетра уçăмлăнах палăрать. Вĕсен ĕçĕ халăхпа çыхăннă, апла пулсан вĕсем кашни çын пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ.



16 февраля 2023
14:08
Поделиться