«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ»
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, сире уйăхсерен хаçат страницисем урлă «Çемье — хавхалану çăлкуçĕ» социаллă пĕлтерĕшлĕ проект шайĕнче Вăрмар тăрăхĕнчи нумай ачаллă, туслă çемьесемпе паллаштарăпăр. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрăн даннăйĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра кунта нумай ачаллă 372 çемьене пулăшу кÿреççĕ. Çак шутран 21 çемьере 18 çул тултарман 5 ача, 6 çемьере 18 çул тултарман 6 ача, 2 çемьере 18 çул тултарман 7 ача, 1 çемьере 18 çул тултарман 8 ача, 1 çемьере 18 çул тултарман 10 ача çитĕнеççĕ.
Мĕн чухлĕ ача ытларах, çавăн чухлĕ телей пысăкрах
Чи малтанах Кавал ялĕнчи Вера Николаевнăпа Вячеслав Юрьевич Егоровсен çемйипе паллашма сĕнетпĕр. Вĕсен çемйинче 10 ача — 6 хĕрпе 4 ывăл. Асли Нелли 20 çул тултарать, Даниил 17 çулта, Ксюша 15 çулта, Мирослава 13 çулта, Юрий 11 çулта, Савелий 10 çулта, Варвара 8 çулта, Семен 5 çулта, Элина 4 çулта, чи кĕçĕнни – Каролина 9 уйăхра. Нелли Шупашкарта колледжра пĕлÿ пухса апат-çимĕç производствин технологĕ пулма хатĕрленет, Даниил Çĕрпÿри аграри техникумĕнче агронома вĕренет. Ксюша, Мирослава, Юрик, Савелийпе Варвара Кавалти тĕп шкулта ăс пухаççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ. Кĕçĕннисем амăшĕпе пĕрле килте. Вера Николаевнăн мăшăрĕ строитель, çавăнпа та вăл час-часах Мускава «Терем» строительство фирмине ĕçлеме çÿрет. Верăпа Вячеслав иккĕшĕ те Пинер ялĕнче нумай ачаллă çемьесенче çуралса çитĕннĕ, иккĕшĕ те çиччĕншерĕн ÿснĕ, çавăнпа та нумай ачаллă пулма шутланă хăйсем те.
2010 çултан пуçласа вара Кавал ялĕнче тĕпленнĕ. Амăшĕн капиталĕпе усă курса ялта Виктор Рзай ячĕпе хисепленекен урамра çурт туяннă, Чăваш Республики паракан амăшĕн капиталĕпе – 100 пин тенкĕпе çурт çумне пристрой туса лартнă. Кил хуçи ал ĕç ăсти пулнăран йăлтах хăйсен вăйĕпе ĕçлеççĕ кил хушшинче. Вера Николаевна каласа панă тăрăх, унăн мăшăрĕ аслă ывăлĕпе пĕрле беседка, парник тунă, мунчана хăтлăлатса лартнă.
Йышлă çемьере ачасем туслă çитĕнеççĕ, мĕн тумаллине пĕр-пĕрин хушшинче черетпе пайланса ĕçлеççĕ. Аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ, пĕр-пĕриншĕн кар тăраççĕ. Хуçалăхра качака, сыснасем, чăх-чĕп тытаççĕ, халĕ нумай пулмасть кăна амăшĕ кайăк-кĕшĕк /бройлерсем, кăркка, хур чĕпписем туяннă. Вĕсене те сыхлама тивет ачасен. Тап-таса чăваш чĕлхипе калаçаççĕ шăпăрлансем.
«Çăмăл мар тесе вуннăмĕшне, Каролинăна ĕнтĕ, çуратасшăн марччĕ, упăшка ÿкĕте кĕртрĕ, вуннăмĕшне çуратмаллах терĕ, йăваш кăмăллăскер ачасене питĕ юратать вăл. Эпĕ хам çирĕп тытма тăрăшатăп вĕсене, хамăра мĕнле воспитани панă - вĕсене те çавăн пекех иртĕнтермесĕр ÿстермелле тесе шутлатăп», - кăмăлне уçса калаçрĕ 10 ача амăшĕ.
Йывăр çын пулса ача кĕтнĕ вăхăт Верăшăн кашни ачипех çăмăллăн иртнĕ, çуратасса та йывăрлăхсемсĕр çуратнă. Халĕ пурне те тĕрĕс-тĕкел ÿстерме вăй-хал, çирĕп сывлăх кирлĕ ашшĕпе амăшне.
Кавалта иртекен пур мероприятине те чĕнеççĕ Егоровсене. Ялти спортзала волейболла, футболла выляма çÿреççĕ, малти вырăнсене йышăнса илеççĕ.
Вера Николаевна декрета Вăрмар райповĕн «Общепит» тулли мар яваплă обществинчен тухнă. Хĕлле вăл Чулкаса симĕс сухан каснă çĕре те ĕçлеме çÿренĕ.
Пысăк çемьере тăвансемпе, тус-юлташсемпе тĕл пулмалли самантсем те ытларах пулаççĕ паллах. «Кашнин çуралнă кунне паллă тăватпăр, тăвансемпе час-часах тĕл пулатпăр. Тĕрлĕ мероприятисене, концертсене тухса çÿреме юрататпăр. Чăваш артисчĕсем хушшинче уйрăмах Виктор Петрова кăмăллатпăр», - пĕлтерет Вера Николаевна.
Шкултан парса янă килти ĕçсене те пĕрле, пĕр-пĕрне пулăшса пурнăçлаççĕ ачасем, аслисем — кĕçĕннисене.
9-мĕш класра вĕренекен Ксения хĕрĕ амăшне кил-тĕрĕшре шанчăклă пулăшаканĕ, кĕçĕн йăмăкне — 9 уйăхри Каролинăна алăран ямасть. Ыттисене те апат пĕçерсе çитерет амăшĕ пушă мар чухне. Ачасем ытларах килте чустаран пĕçернĕ апат-çимĕçе кăмăллаççĕ.
Малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр Егоровсене ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме, патшалăх енчен кÿрекен пулăшусемпе те пур енлĕн усă курмалла пултăр.
«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.