Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк çемьен пысăк телейĕ

Çамрăк çемьен пысăк телейĕ

Арăмĕ — хаваслăскер, вăр-варскер, вăй-халĕ тапса тăрать, хăмăр куçĕсем ялкăшса вут-хĕм сапаççĕ, «вут та пăрăç» теççĕ ун пеккисене. Упăшки — лăпкă, шухăшлă, тĕплĕ. Пĕр — «вут», тепри — «шыв», анчах вĕсем пĕр-пĕринпе ăнланса, килĕштерсе, пĕр-пĕрин ырă енĕсене уçса пама пулăшса пурăнаççĕ. Çакăн пек тухса тăчĕç куç умне вĕсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн Наталья Юрьевнăпа Александр Николаевич Моисеевсем — Чулкас ялĕнче пурăнакан çамрăк мăшăр.

Моисеевсен çемйинче виçĕ ача çитĕнет: кĕçех 11 çул тултаракан Софья, 8 çулти Ульяна тата 2 çулти Ваня. Наталья Юрьевнăпа Александр Николаевич пĕр-пĕрне мĕн ачаранах пĕлеççĕ, иккĕшĕ те çак ялтах — Чулкасра çуралса ÿснĕ, пĕр шкула çÿренĕ. Маларахри çулсенче шкул ачисене кĕркуннесерен çĕр улми пуçтарма илсе кайнă. Шăпах çавăн чухне 7-мĕш класри Наташăпа 9-мĕш класри Саша пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупса калаçма пуçланă, унтан вара хĕрпе каччă пек тĕл пулма тытăннă.

Ялти тĕп шкултан вĕренсе тухнă хыççăн малалла пĕлÿ илме Шупашкара çул тытнă вĕсем. Александр Николаевич электромеханика колледжне, каярахпа вара заочно майпа строительство техникумне пĕтернĕ. Çав хушăра салтака та кайса килнĕ. Наталья Юрьевна савнă каччине чыслăн кĕтсе илнĕ, вăл çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн тепĕр çулталăкран вара, 2012 çулта, пурнăç çулĕ тăрăх туслăн утăмлама тĕв тунă мăшăр туй кĕрлеттернĕ.

Ун чухне Наталья Юрьевна механикăпа технологи техникумĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсен тăван ялне таврăннă. Вăл вăхăтра Чулкасри библиотекăра заведующи пулса вăй хунă Надежда Анатольевна Владимирова хăйне библиотекăна ĕçлеме чĕнсен Наталья хаваспах килĕшнĕ, кăштах вăхăт иртсен вара хăй те заведующи тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланă. Анчах та библиотекăра ĕçлеме ятарлă пĕлÿ кирлĕ, çавăнпа вăл заочно майпа вĕренсе Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне пĕтернĕ.

Моисеевсен йышлă çемйи Александр Николаевичăн тĕп килĕнче унăн амăшĕпе Лидия Михайловнăпа пĕрле пурăнать. Паянхи кун тĕлне вĕсем хăйсемпе хирĕçех тенĕ пек çĕр участокĕ туянса «Çамрăк çемье» программăпа çĕнĕ пÿрт хăпартаççĕ, чипер-йĕркеллĕ пулсан кăçал кĕркунне унта куçса кĕме палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Александр Николаевич, ылтăн алăллăскер, сварщик ĕçне те, строительствăпа çыхăннă ытти ĕçсене те пурнăçлама пултарать, çĕнĕ пÿртре пурăнма хăтлă условисем тăвассишĕн тăрăшать.

Наталья Юрьевна вара виççĕмĕш ачипе декретлă отпускра. Çапах та юратнă библиотекăна манмасть вăл, тăтăшах мероприятисем ирттерме хутшăнать. Наталья Юрьевна пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрас пулсан, вăл питĕ хастар, активлă пулнине каламалла. Ĕçпе çыхăннă мероприятисене кăна мар, хăй тĕллĕн те, çемйипе пĕрле те тĕрлĕ конкурссемпе акцисене хутшăнма кăмăллать. «Çулталăк библиотекарĕ», «Эпĕ — хĕрарăм», ытти конкурсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă, 2021 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулма та тивĕçнĕ. Александр Николаевич, акă, районта иртнĕ «Чи лайăх атте» конкурсра палăрнă. Ачисем те питĕ маттур. Амăшĕпе ашшĕ пулăшнипе ал ĕç, сăвă ăсталăхĕн конкурсĕсене хутшăнса çĕршыв, республика шайĕнче мала тухаççĕ. Юрлама, ташлама юратаççĕ, спортпа туслă.

«Ачасем — пирĕн чи пысăк телей. Вĕсемпе савăнатпăр, мухтанатпăр. Эпир пĕрлешсенех пирĕн çемьере виçĕ ачаран кая мар пулать тесе ĕмĕтленнĕ. Акă, малтанах икĕ хĕр çуралчĕ. Виççĕмĕш ачапа йывăр çын чухне ывăл çуралать тесех чун туйрĕ. Чăнах та çапла пулчĕ — çут тĕнчене Ваня килчĕ. Июлĕн 7-мĕшĕнче, Иван Купала кунĕнче, çуралнăскер, хăйĕн ятне хăйех суйларĕ темелле вăл», — тет Наталья Юрьевна. «Çемье йышне татах пысăклатас теместĕр-и?» — хăю çитерсе çапла ыйту парсан: «Ун пирки хальлĕхе шутламан-ха, сывлăх пулсан, Турă парсан...» — тесе хуравларĕ.

Тĕпренчĕкĕсемшĕн питĕ тăрăшаççĕ Моисеевсем, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ, тавракурăмне анлăлатаççĕ. Тăтăшах пурте пĕрле тăван республикăн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсемпе паллашаççĕ. Сăмахран, Муркаш округĕнчи страуссен фермине, чăваш юманĕсенчен чи ватă юманне, «Кĕмĕл каскад» шыв сиккине кайса курнă. Куславкка округĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексĕнче, «Кайăк вĕçевĕ» сăртлă вырăнта, Канаш округĕнчи Мăкăр ялĕ çумĕнчи чукун çул кĕперĕ патĕнче пулнă. Нумай пулмасть çĕршывăмăрăн тĕп хулине Мускава кайса килнĕ.

«Вăхăт питĕ хăвăрт чупать, сисмĕпĕр те — ачасем ÿссе çитĕнсе тĕрлĕ еннелле саланĕç. Çавăнпа кашни пушă минута вĕсемпе пĕрле ирттерме, пурнăçра ыррине вĕрентме тăрăшатпăр. Эпир, амăшĕпе ашшĕ, вĕсемшĕн икĕ çунат евĕр пулса пурнăçра яланах пулăшса пыма хатĕр — çакна вĕсем туйса ÿсчĕр», — теççĕ Наталья Юрьевнăпа Александр Николаевич.

«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Эвелина Михайлова. Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.



Урмарская районная газета
07 июля 2023
10:04
Поделиться