Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрÿ вăхăтра – хăвăртлăха ÿстерсе

Вăрмар округĕнче хĕрсе кайса вырма пырать. Чи малтанах «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ пуçăнчĕ ку ĕçе районта. Ун хыççăнах ыттисем те хăйсен «хир карапĕсене» тĕш-тырă пуссисене кăларчĕç.

Геннадий Николаевич Ямуковăн уйĕсенче харăсах виçĕ комбайн ĕçлет — икĕ АКРОС тата пĕр ВЕКТОР, вĕсем сывлăм типнĕ-типмен тухаççĕ те апатланнă вăхăтра кăна чарăнса илеççĕ. Сĕм тĕттĕмчченех уйра. «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр ĕçченĕсем кашни сехетпе тулли усă кураççĕ. Вырма — яваплă тапхăр, хуçалăхри кашни çын — комбайнерсемпе механизаторсенчен пуçласа складра ĕçлекенсем таранах — пурте хă­вăртлăх режимĕ çине куçса ĕçлеççĕ çак вăхăтра.

photo 2023 08 04 15 30 47Çанталăк шăрăх тăнă пулин те хуçалăхра тырă, уйрăмах кĕрхисем, лайăх çитĕннĕ. Уйран турттарса килекен тырра йĕтемре тасатаççĕ, унтан Шупашкарти элеватора турттараççĕ. Управляющи ĕçĕсене Геннадий Николаевичăн шăллĕ Валерий Николаевич пурнăçласа пырать. Пиччĕшĕпе шăллĕ хуçалăхри ĕçсене чылай çул пĕрле тытса пыраççĕ ĕнтĕ.

Йĕтем çинче икĕ сменăпа ĕç­леççĕ вырма вăхăтĕнче, тырă та­сат­нă çĕрте эпир пынă вăхăтра Ирина Архиповăпа Александр Илларионов /ÿкерчĕк çинче тăрăшатчĕç. Вĕсем тырра хăлчăкран тасататчĕç. Тепĕр сменăра — Фаина Петровăпа Алла Пугачева. Тыр­ра тасатакан агрегат патĕнче Михаил Иванов оператор. Кĕрхи тулă тухăçĕ аван. Пурĕ 330 гектар çинче акса хăварнăскере выраççĕ халĕ. Кĕрхи тулă вăтамран пĕр гектартан 56 центнер тухать.

Хальхи йышши çĕнĕ комбайнсен штурвалĕсем умĕнче хуçалăхăн шанчăклă çыннисем, нумай çул кунта ĕçлекенсем Валерий Сорокин, Владимир Обручков, Вадим Степанов. Кабинăри комбайнерсем урамра шăрăх çанталăк тăнине туймаççĕ те темелле, кондиционер ĕçлет, хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать. Сап-сарă тулă пуссинче харăсах пыракан комбайнсене аякран сăнама çав тери кăмăллă. Тусан кăларса йĕкĕрешсем пекех пыраççĕ АКРОС комбайнсем.

«Тырă типĕ кĕрет, çумăр чылай вăхăт çумарĕ пулсан та тухăç аван, çăвĕпех тăрăшса ĕçлени, тĕш-тырă культурисене вăхăтра апатлантарни сая каймарĕ», - пĕлтерет Валерий Николаевич Ямуков.

Вырса илнĕ тырра тăватă тракторпа Герман Виноградов, Алексей Виноградов, Сергей Иванов, Эдуард Макаров уйран турттарса тăраççĕ. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе уйра шыв тултарнă пичкеллĕ трактор ларать, ку ĕçе Юрий Власова шанса панă. Ырми-канми ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем ытларах Кĕлкешрен, кÿршĕллĕ Анаткас, Çитмĕш, Тупах ялĕсенчен.

Пĕтĕмĕшле «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче тĕш-тырă культурисене 1133 гектар çинче акнă пулнă.

Вырма пынă вăхăтрах акма кĕр­хи тулă та хатĕрлеççĕ. Ку ĕçре Анаткассем Татьяна Матвеева, Вера Данилова маттур, пенсие тухнă пулсан та тăрăшса ĕçлеççĕ. Хуçалăхра пурте маттур! Кашни хăйĕн ĕçне пĕлсе тăрать.

Эвелина МИХАЙЛОВА.



Районная газета «Херле ялав»
11 августа 2023
15:36
Поделиться