Шывра асăрхануллă пулмалла
Çанталăк шăрăх тăрать. Çынсем шывра чăмпăлтатса уçăлаççĕ. Анчах шыв çинче инкек пуласси те часах. Республикăра 3 кунра пилĕк çын путса вилнĕ.
Августăн 4-мĕшĕнче Шупашкарта тĕп пляжра Атăлтан арçын виллине кăларнă. Тепĕр кунхине ГЭС патĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 46-ри арçын путса вилнĕ. Вăл ÿсĕрле шыва кĕнĕ. Çав кунах Елчĕк округĕнче 47 çулти арçыннăн пурнăçĕ шыва кĕнĕ чухне татăлнă. Августăн 6-мĕшĕнче Улатăр округĕнче 47 çулти арçын путнă. Çав кунах Комсомольски тăрăхĕнче 49-ти хĕрарăм шывран тухайман.
Çулталăк пуçланнăранпа 25 çын шывра путса вилнĕ.
Шыва кĕме медиксемпе çăлавçăсем дежурство тăракан, ятарласа шыва кĕме юрăхлă вырăнсене кăна суйласа илмелле. Шывра асăрхануллă пулмалла.