Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кивĕ Вăрмарти территори пайĕ

Кивĕ Вăрмарти территори пайне пĕр Кивĕ Вăрмар ялĕ кĕрет. Пĕтĕмпе кунта 1120 çын пурăнать, 644 хуçалăх шутланать. Ял территорийĕнче 6 хресчен-фермер хуçалăхĕ ĕçлет, вĕсен шутĕнче «Смородинов А.Ю.», «Алексеев А.В.», «Никитин А.В.», «Михайлов А.О.», «Алексеев В.Н.», «Смирнов А.В.». Ял халăхĕ 62 ĕне усрать. Кивĕ Вăрмарта кăçал 4 ача çуралнă, 13 çын пурнăçран уйрăлса кайнă.

Кивĕ Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Вячеслав Юрьевич Васильев:

— Кашни ял тăрăхĕнчи пекех Кивĕ Вăрмарта та тĕрлĕ программăсемпе усă курса ял çыннисен пурнăçне май килнĕ таран лайăхлатас тĕллев­пе ĕçлетпĕр. Кăçал акă хамăрăн ял территорийĕнче пуçарулăх бюджечĕн прог­раммипе усă курса 3 проект пурнăçлама пултартăмăр. Паллах, ял çыннисем активлă пулни питĕ паха, вĕсемсĕр ĕçлеме ансат мар. Кирек епле ĕçе пуçăнас умĕн те ял халăхĕпе пĕрле, ытларах чухне Ватсап мессенджерта «Активисты деревни» ушкăнра, пур ыйтăва та пĕрле сÿтсе яватпăр. Кăçал акă пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса хăпартса лартнă илемлĕ çĕнĕ купель уçрăмăр, Церковная урамра асфальтлă çул сартăмăр, стадионта курăк акрăмăр. Çитес çул тата тепĕр 3 проекта пурнăçа кĕртме палăртатпăр. Тавах ял активисчĕсене пĕрле пулнăшăн!

Кивĕ Вăрмарти территори пайне, малтанхи пек каласан ял тăрăхне, Вячеслав Юрьевич Васильев ертсе пыма пуçланăранпа çак кунсенче виçĕ çул çитрĕ. Пултаруллă, кăмăллă, вашават ертÿçĕне ял халăхĕ килĕштерет. Тĕрлĕ мероприяти е спорт ăмăртăвĕ, ял уявĕ ирттермелле-и, ĕç тумалла-и — спонсорсем нихăçан та айккинче юлмаççĕ. Çакă ертÿçĕне хисепленине пĕлтеретех. Вячеслав Юрьевич, территори пайĕн пуçлăхĕ пулнă май, ялти культура, шкул ĕçченĕсемпе пĕрле тачă çыхăнура ял халăхне, çамрăкĕсене спортпа туслă пулма вĕрентет. Акă нумай пулмасть шкулпа пĕрле Ашшĕн кунне халалласа ялти шкул стадионĕнче ачасемпе спорт ветеранĕсем хушшинче мини-футбол, волейбол вăййисем йĕркелесе ирттерчĕç. Çакăн йышши спорт мероприятийĕсем час-часах пулаççĕ. Ялта иртекен хуть те мĕнле мероприяти пулсан та — субботник-и е спорт ăмăртăвĕ-и, уяв-и — культура çурчĕпе библиотека, шкул — яланах пĕрле.

Ялти территори пайĕн ер­тÿçипе çума-çумăн ĕçлекенĕсем, шанчăклă çыннисем — пысăк опытлă специалистсем Любовь Николаевна Федорова тĕп специалист-эксперт тата Наталья Алексеевна Матвеева ертсе пыракан специалист-эксперт. Сăмах май, кăçал Любовь Николаевнăна «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче питĕ лайăх ĕçленĕшĕн» паллăпа наградăланă. Вячеслав Юрьевичпа пĕрле вĕсем ялшăн пĕлтершлĕ ĕç пурнăçласа пыраççĕ, ял халăхне пĕр тĕвĕре пулма пулăшаççĕ.

Кивĕ Вăрмарта 2023 çулта пуçарулăх бюджечĕпе виçĕ пысăк ĕç пурнăçланчĕ. Çĕнкас çăлĕ вырăнĕнче илемлĕ çĕнĕ купель уçăлчĕ. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ 2 миллион тенкĕрен те иртнĕ, халăхран 400 пин тенкине пуçтарнă. Ялти Чиркÿ урамĕ çĕнĕ урам шутланать. Кунта пĕтĕмпе 63 участок, вĕсенчен 20 ытла участокĕ çинче çурт лартса пурăнакансем. Кăçал çак урамра пуçарулăх бюджечĕн прог­раммипе 8 364342 тенкĕлĕх 1 километр асфальтлă çул сарнă. Кашни килтен 20-25-шер пин тенкĕ укçа панă ку çула тума. Çавăн пекех ялта 2022 çулта «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» программипе килĕшÿллĕн стадиона хăтлăх кĕртнĕ, спорт площадкисем вырнаçтарса лартнă. Пĕтĕмĕшле 2 миллион та 198 пин те 946 тенкĕ тăкакланă. Кăçал вара пуçарулăх бюджечĕпе стадионта курăк акнă, ĕçсене 138 пине яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă.

Çитес 2024 çулта тата тепĕр 3 проектпа ĕçлесшĕн. Ешкипе урамĕнче шыв пусăмĕн сетьне вырнаçтармалла, проект хакĕ — 633 601,50 тенкĕ. К.Маркс урамĕнче тараса туса лартмалла, проект хакĕ — 216 376,33 тенкĕ. Выльăх-чĕр­лĕх ĕрчетекенсен урамĕнче çул юсамалла, проект хакĕ — 2 142 011 тенкĕ.

Кăçал Гагарин урамĕнче 320 метр çула вак чул сарса якатнă, Чапаев урамĕнче шыв пăрăхне юсанă.

Ялта 2024 çулта Октябре 50 çул урамĕнче çĕнĕ шыв башни туса лартасшăн. Çавăн пекех çитес çул Чиркÿ урамĕнче ĕçмелли таса шыв валли çĕнĕ шыв пăрăхĕсем хурса хăвармалла, проекчĕ хатĕр, экспертиза витĕр тухнă.

Проектсемпе программăсене хутшăннисĕр пуçне ялта темĕн тĕрлĕ ĕç те тупăнать. Масар тасатмалла, субботник ирттермелле, тараса юсамалла е тата ытти те. Ахальтен каламан ĕнтĕ «Пĕрлĕхре – вăй» тесе.

 Василий Николаевич ГРИГОРЬЕВ, Кивĕ Вăрмар ял активисчĕ:

«Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăннă май, паллах, тăван ял малашлăхĕ, унăн шăпи яланах кăсăклантарсах тăрать. Пирĕн ял пысăк, кунта пурнăçланакан ĕçсем те курăмлă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Геннадий Германович Эверсков, Николай Иванович Борисов, паянхи кун вăй хуракан территори пайĕн начальникĕ Вячеслав Юрьевич Васильев, Геннадий Меркурьевич Николаев маларахри çулсенче ĕçленĕ депутат, Сергей Васильевич Федотов хальхи депутат, ял активисчĕсем, фермерсем, предпринимательсем пурте маттур. Вĕсем тăрăшнипе влаç органĕсемпе тачă çыхăну пулса пырать, пысăк тĕллевсем пурнăçланса пыраççĕ. Паянхи кун патшалăх енчен тĕрлĕ программăсемпе усă курма май пур, кирлĕ документсем хатĕрлеме, çырусем çырма пĕлмелле. Май килнĕ чухне программăсемпе усă курмалла. Çитес çул Чиркÿ урамне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле, çĕнĕ шыв башни, çывăх çулсенче çĕнĕ клуб тумалла тата ытти те».

Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ



Районная газета «Херле ялав»
10 ноября 2023
15:30
Поделиться