Никотинлă продукци — тĕрлĕ чирсен сăлтавĕ
Декабрĕн 4-10-мĕшĕсенче никотинлă продукципе усă курнине профилактикăлассипе эрне иртет. Халăха никотинлă продукцин сиенĕ пирки пĕлтерсех тăратпăр пулин те, çак ыйту çивĕчлĕхне çухатмасть. Нумайăшĕ тухтăрсен канашне итлемест, пирус мĕнле туртнă — çавăн пекех туртать.
Юлашки вăхăтра вара, уйрăмах çамрăксем хушшинче, никотинлă хальхи йышши продукципе — вейпсемпе, электронлă сигаретсемпе — усă курасси ÿссе пырать. Çак продукцине туса кăларакансем тата сутакансем вăл ахаль сигаретсемпе танлаштарсан хăрушсăр тесе каласшăн, анчах та ку информацин тĕрĕслĕхĕ çук. Хăйсен тупăшне ÿстерес, халăха, ачасемпе çамрăксене никотинлă продукципе усă курма хăнăхтарас тĕллевпе вĕсем çынсене улталаççĕ.
Асăннă изделисем, никотинлă ахаль сигаретсем пекех, организмшăн сиенлĕ. Вĕсенчи синтетикăллă никотин тата ытти хутăшсем çынна кĕске вăхăтра хăйсен серепине илеççĕ, юн тымарĕсене, ÿпкепе тип пыра пысăк сиен кÿреççĕ. Вĕсене туртни çул çитмен ачасен ăс-тăнне, астăвăмне, пуç мимин ĕçне начарлатать. Çÿç, ÿт, шăлсем шар кураççĕ, куç çивĕчлĕхĕ чакать, пуласлăхра ача çуратассипе йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Никотинлă продукципе усă курни — тĕрлĕ чирсен, çав шутра онкологи чирĕн, сăлтавĕ. Çулсерен Раççейре 400 пине яхăн çын туртнипе çыхăннă чирсене пула вилет.
Кашни çын хăйĕншĕн хăй яваплă пулмалла, алла никотинлă продукци тытиччен лайăх шухăшламалла. Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Укçа парса хăвăр сывлăха хăвăрах сиен кÿме ан васкăр.
Елена ЭВЕРСКОВА, Вăрмар район больницин наркологи кабинечĕн медицина сестри