Тикашри территори пайĕ
Тикашри территори пайĕн начальникĕнче ĕçлекен Валерий Иванович Нарсова Вăрмар муниципаллă округĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ. Муниципаллă службăра 39 çул вăй хураканскер пысăк хисепре вăл, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, тăван ял тăрăхĕ аталантăр, кунта пурăнакан çынсем пурнăç условийĕсемпе кăмăллă пулччăр тесе тăрăшать. Ял тăрăхĕн сайтне те яваплăн тытса пырать, хăйсем мĕн-мĕн ĕçленине яланах халăха пĕлтерсе тăрать. Валерий Ивановичпа пĕрле Надежда Михайловна Ульянова ертсе пыракан специалист-эксперт ĕçлет. Ку должноçе вăл 4-мĕш çул йышăнса тăрать, унччен нумай çул Тикашри шкулта математика предметне вĕрентнĕ.
Тикаш, Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсене пĕрлештерекен Тикаш ял тăрăхĕнче 665 кил хуçалăхĕ шутланса тăрать, 870 çын пурăнать. Çав шутра ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрисем — 462, 17 çул тултарман ачасем — 71, тивĕçлĕ канурисем — 273 çын. Тикаш ял тăрăхĕнче округри пĕртен-пĕр ветеран — Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă Георгий Павлович Павлов пурăнать. Çавăн пекех хальхи вăхăтра 15 çын ятарлă çар операцине хутшăнать.
Ĕне-выльăх тытакан хуçалăх ял тăрăхĕнче пурĕ 71, ĕнесен шучĕ — 197. Ял хуçалăх ĕçĕнче тăрăшакансем пирки калас пулсан, выльăх-чĕрлĕх усрассипе тата ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлет. Унсăр пуçне Тикаш ял тăрăхĕн çĕрĕсем çинче ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе «АПК «Передовик», «Сарабай» тулли мар яваплă обществăсем, «Сапаркин А.Г.», «Прохоров А.Н.», «Тихонов А.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Павлов А.М.» уйрăм çын предприниматель ĕçлеççĕ. Çĕре тара илсе ял хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ уйрăм çынсем те, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем те /самозанятые çук мар. Палăртса хăвармалла, Тикаш ял тăрăхĕн çĕрĕсем çинче «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество хăмла туса илессипе ĕçлет. Паянхи кун тĕлне Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи хăмла участокĕ 8 гектар йышăнать.
Территори пайĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе, халăх активлă пулнипе тата патшалăх кÿрекен пулăшусемпе усă курса Тикаш ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçланаççĕ. Акă, 2021 çулта Тикаш ялĕнчи урамсене юсассипе 536 230 тенкĕ тăкакланă. Вырăнти бюджетран тата республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнипе Ленин урамĕнче 280 м çула юсанă. Тикашри культура çуртĕнче тÿпене юсанă, электричество оборудованине, алăксемпе чÿречесене улăштарнă, пушар сигнализацийĕ вырнаçтарнă.
Пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче Тикаш ялĕнчи Çĕнтерÿ урамĕнче 73 436 тенкĕлĕх тараса чавнă. Хĕрлĕçырти Николаев, Кубня тата Набережная урамĕсенче 493 330 тенкĕлĕх 610 м тăршшĕ çĕнĕ шыв пăрăхĕсем хывнă.
Пурĕ Тикаш ял тăрăхĕнче 7 шыв башни ĕçлет: Тикашра — 4, Хĕрлĕçырта — 2, Çĕнĕ Вĕренерте — 1. Шыв башнисене «Экологи» наци проекчĕн «Таса шыв» федераллă проекчĕ шайĕнче юсавлăхра тытса тăраççĕ. 2021 çулта Тикашра – 2, Хĕрлĕçырта – 1, Çĕнĕ Вĕренерте 1 башньăна çĕнĕрен улăштарнă. Çавăн пекех ял тăрăхĕнчи пур башньăсене сăрланă, электричество оборудованине, насусĕсене çĕнетнĕ. Çак ĕçсене тума 5 373 550 тенкĕ тăкакланă.
Пуçарулăх бюджечĕн программи яллă вырăнсенче чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама май парать. 2022 çулта Хĕрлĕçыр ялĕнчи Луговая урамĕнче çак программăпа усă курса 300 м шыв пăрăхĕсене 325 875 тенкĕлĕх юсанă. Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи Николаев урамĕнче тата Тукас тăкăрлăкĕнче 260 м шыв пăрăхĕсене 328 630 тенкĕлĕх юсаса тирпейленĕ. Тикаш ялĕнче те Новая тата Школьная урамсенче 365 м шыв пăрăхĕсене юсанă, кунта 334 918 тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех Хĕрлĕçыр ялĕнче шыв башнисене пăхса тăмалли 2 çуртне те 663 027 тенкĕлĕх юсанă. Асăннă программа шайĕнчех Тикаш ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене халалланă палăка 1 029 225, 66 тенкĕлĕх реконструкциленĕ. Палăртса хăвармалла, ку ĕçе пурнăçлама «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов 205 000 тенкĕ парса пулăшнă.
2023 çулта Тикаш ялĕнчи Комсомольски урамĕнче 100 000 тенкĕлĕх тараса чавнă. Хĕрлĕçыр ялĕнчи Школьная урамĕнче 185 588 тенкĕлĕх 215 м шыв пăрăхĕсене юсанă. Тикаш ялĕнчи Николаев урамĕнчи кĕпере 720 252 тенкĕлĕх юсанă. Çавăн пекех Ленин урамĕнчи 128 м тăршшĕ автомобиль çулне 348 512 тенкĕлĕх, ялтан масар патне илсе каякан 780 м тăршшĕ çула 2 928 924 тенкĕлĕх юсанă.
2023 çул Хĕрлĕçыр ялĕшĕн паллă пулăмсемпе асра юлĕ. Пуçарулăх программипе усă курса кунта 2 709 000 тенкĕлĕх модульлĕ çĕнĕ клуб хăпартса лартнă. Хальхи вăхăтра клуб çуртне электричествăпа, кирлĕ оборудованипе тивĕçтерессипе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче кăçал ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. ФАП заведующийĕ Людмила Николаевна Иванова кунта пациентсене медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме мĕнпур условисем пуррине палăртать. Ял халăхĕ те вĕсене çакăн пек çĕнĕ ФАП туса панăшăн кăмăллă.
Тикаш ял тăрăхне малалла аталантармалли тĕллевсем те пысăк. Тикаш ялĕнчи Ленин тата Чапаев урамĕсенче тарасасем чавма планланă. Хĕрлĕçыр ялĕнчи К.Иванов тăкăрлăкĕнче 140 м шыв пăрăхĕсене юсасшăн. Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи Садовая урамĕнче 175 м, Ленин урамĕнче 255 м шыв пăрăхĕсене юсама палăртнă. Тикаш ялĕнчи Чапаев урамĕнче автомобиль çулне юсамалла. Çĕнĕ Вĕренерти масар картине юсасшăн. Çавăн пекех Тикаш ялĕнче аялти автобус чарăнăвĕ патĕнчен пуçласа часавай çумĕпе «Авокадо» лавкка таран пыракан автомобиль çулне те юсама планланă. Юлашкинчен каланă ĕçе пурнăçлама ялти уйрăм çын предпринимательсем пулăшу кÿме шантарнă.
Ирина Васильева, «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн Çĕнĕ Вĕренерти хăмла участокĕн бригадирĕ:
«АгроРесурсы» никĕсленнĕ хыççăн хăмлана пĕрремĕш хут шăпах та пирĕн ялта — Çĕнĕ Вĕренерте çитĕнтерме пуçланă, ун хыççăн вара ытти ялсенче те. Пирĕн участокра «симĕс ылтăна» унччен 6 гектар çинче çитĕнтернĕ пулсан, малашне 8 гектар пулĕ. Кăçал кĕркунне тата 2 гектар çамрăк хунавсем лартса хăвартăмăр. Ку вăл, паллах, савăнтарать. Пирĕн бригадăри хăмлаçăсем пурте питĕ хастар, ĕçре ÿркенсе тăмаççĕ. Çавăнпа малалла та ÿсĕмсем тăвасса иккĕленместĕп».
Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ