Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть …» («Нет языка – нет народа…») темăпа çавра сĕтел пулса иртрĕ

«Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть …» («Нет языка – нет народа…») темăпа çавра сĕтел пулса иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче «Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть …» («Нет языка – нет народа…») темăпа çавра сĕтел пулса иртрĕ. Ăна пирĕн ентеш, паллă ăсчах, филологи ăслăлăхĕн докторĕ Николай Иванович Егоров профессор çуралнăранпа 75 çул çитнине тата Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă.

Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ĕçтешĕсем, филологи ăслăлăхĕн докторĕсем, педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕсем, студентсем активлă хутшăнчĕҫ. Тухса калаҫакансем пурте Николай Иванович Егоров профессор пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕҫ, унăн çитĕнĕвĕсем пирки хыпарларĕҫ. Николай Ивановичăн ĕçĕсене вуланă кашни чăваш çынни тăван чĕлхе илемлĕхĕпе аваллăхне курма-туйма, унăн тĕнчери ытти тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшне ăша хывма, юратма тата хисеплеме вĕренни пирки каларĕҫ. Вĕсем Николай Ивановичăн чĕлхе пĕлĕвĕнчи, халăх сăмахлăхĕпе этнографийĕнчи, халăх историйĕпе культурине тĕпчес ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртрĕç.
Вăмар муниципалитет округĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Мухтавлă ентеше уявпа саламлама тата ҫак ҫавра сĕтеле хутшăнма кăмăл турĕҫ. Вĕрентекенсем юбиляра тăван округра ăна мĕнле хисеплени, унăн ĕçĕсем пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшле пулнине палăртĕҫ. Пĕтĕм кăмăлтан парнесем парса чыс турĕҫ. Нумай ҫул пурăнма, татах та ытларах кĕнеке ҫырма, ҫирĕп сывлăхлă пулма сунчĕҫ.



Отдел образования и молодежной политики администрации Урмарского муниципального округа
28 февраля 2024
08:51
Поделиться