Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ – экологи культурипе çут çанталăка перекетлес тата ҫемье хаклӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан çивĕч ыйтусене хускатнă илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси.
Конкурс кĕретсӗр иртет. Конкурса хутшăнакансен https://forms.yandex.ru/u/66015263eb614606cf4761b3/ ссылкăпа ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен экологи культурипе çут çанталăка перекетлес тата ҫемье хаклӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан çивĕч ыйтусене хускатнă текст ярса памалла. Текстра 130-150 сăмахран ытла пулмалла мар.
Конкурса хутшăннисен ӗҫӗсене тишкерсе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцире çырма пĕрне суйласа илеççĕ. Конкурса хутшăннисене сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ.
Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерĕсен списокне Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтне https://chrio.rchuv.ru/ лартаҫҫӗ.
Пурне те конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!
Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.