Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем чувашского языка

Тăван чĕлхепе культурăна вĕрентекен учительсем, культура ĕçченĕсем, районăн хисеплĕ те хаклă çыннисем!

Сире Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
«Челхе пĕтмесен халах пĕтмест» - теççĕ пирĕн халăхра, мĕншĕн тесен пирĕншĕн кашнишĕн тăван чĕлхе хаклăран та хаклă пуянлăх. Аслă çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлев çапла палăртнă: «Анне чĕлхи – халăх ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕн аслăран та аслă вăйĕ, унăн тĕп тĕрекĕ». Çавăнпа та эпир хамăрăн чĕлхене сыхласа упрассишĕн, пуянлатассишĕн тата унăн халăх хушшинчи чыс-сумне ӳстерессишĕн нумай тăрăшатпăр. Районта пурăнакан кашни çын тăван ен историне, чĕлхипе культурине пĕлнипе тивĕçлипе палăрса тăрасси, халăх йăли-йĕрки вара малалла та йĕркеллĕн сыхланса упранса ăруран-ăрăва куçса пырасси пирки пĕрре те иккĕленмес-тпĕр.

Хисеплĕ çыннăмăрсем!
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, пултаруллă ĕçре çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатпăр.


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                М.А. Пуклаков

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                     А.В. Васильев

Уважаемые  учителя родного языка и литературы, работники культуры! Дорогие жители Урмарского района!

 Поздравляем вас с Днем чувашского языка.

«Пока жив язык: народ не исчезнет» – говорят у нас в народе, так как родной язык является величайшей ценностью для каждого человека.

Великий просветитель И.Я. Яковлева писал: «Материнский язык – величайшая из духовно-нравственных сил народа, главная его опора».  Мы проводим работу по сохранению, обогащению и популяризации родной речи, развиваем многовековые культурные традиции.

Уверены, что знание истории родного края, языка, культуры будут присущи каждому жителю района, а народные традиции будут и впредь бережно сохраняться и передаваться из поколения в поколение.    

Поздравляя вас с праздником, желаем вам крепкого здоровья, успехов в созидательной работе, счастья и благополучия!

Глава Урмарского района                                            М.А. Пуклаков

Глава администрации Урмарского района                   А.В. Васильев