Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем медицинского работника

Районти сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!
Ҫак кун врачсем, медицина сестрисем, фельдшерсем, фармацевтсем, пирӗн сывлӑха сыхлассишĕн тӑрăшакансем пурте тивӗҫлӗ саламсемпе чун-чӗререн тухакан тав сӑмахӗсене йышӑнаҫҫӗ.
Районти сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче опытлӑ специалистсем, хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ ҫынсем вӑй хураҫҫӗ. Вĕсем чи кирлĕ вăхăтра çынна сиплеççĕ, тухтăр пулăшăвĕпе кунĕн-çĕрĕн, уявсемпе кану кунĕсене пăхмасăр тивĕçтереççĕ. Хĕрхенÿ, ырă кăмăл, çынна шеллени – сирĕн çынлăхлă ĕçĕрте тĕп вырăн йышăнаççĕ. Эсир пире ырă кăмăл-туйăм, ĕçлеме çирĕп вăй-хал пиллетĕр, малашлăх çине шанчăклăн пăхма пулăшатăр.
Професси ăсталăхĕ, хăвăра шеллемесĕр ĕçлени тата çынна юратса хисеплени малашлăхра та районти сывлăх сыхлавĕн тытăмне ăнăçлă аталантарма пулăшасса шансах тăратпăр.
Сире пархатарлă ĕçĕршĕн чунтан тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçĕрте вара ăнăçлăхпа ырă шанăç сунатпăр!

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                                                    М.А. Пуклаков

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                      А.В. Васильев

Уважаемые работники и ветераны здравоохранения района!

Поздравляем  вас с Днем медицинского работника!

В этот день врачи, медицинские сестры, фельдшеры, фармацевты и все те, кто стоит на страже нашего здоровья, принимают заслуженные поздравления и слова искренней благодарности.

В системе здравоохранения района трудятся высококлассные специалисты, опытные, преданные своему делу люди. Они приходят на помощь человеку в самые ответственные минуты. Вы оказываете врачебную помощь днем и ночью, не зная праздников и выходных. 

Сострадание, доброта, милосердие – качества, присущие людям в белых халатах. Вам мы обязаны хорошим настроением, работоспособностью и уверенностью в завтрашнем дне.

Уверены, что профессионализм, самоотдача  и гуманизм будут и впредь способствовать успешному развитию системы здравоохранения в районе.

Выражаем слова благодарности за благородный труд и желаем  здоровья успехов в нелегком деле, оптимизма и благополучия!

 

Глава Урмарского района                                                                                                                М.А. Пуклаков

 

Глава администрации Урмарского района                                                                                     А.В. Васильев