Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем молодежи России

Хаклă çамрӑк туссем!

Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çамрăклăх – пурнăçри чи телейлĕ, çĕнĕлĕхсем тума, хамăр пултарулăха туллин уçма хавхалантаракан, чунра таса кăмăл-туйăм тапса тăракан ытарайми вăхăт. Унпа пĕрлех вăл яваплă тапхăр та, мĕншĕн тесен малашнехи кун-çулпа пулас çитĕнÿсен никĕсĕ шăпах çавăн чухне йĕркеленет.

Эпир, аслисем, пирĕн ачасем пирĕнтен лайӑхрах тата пултаруллăрах пултăр, тивĕçлĕ çын пулса ÿсччĕр, Тăван çĕршыв вĕсемпе мухтанма пултартăр тесе ĕмĕтленетпĕр.  Пирĕн çав шанчăксене тÿрре кăларма хамăртан мĕн килнине йăлтах тумалла.

Яшсемпе хĕрсем, хаклă туссем! Малта сире çĕнĕ çитĕнÿсемпе пысăк пуласлăх кĕтеççĕ. Сире мĕн пур ырă ĕçĕрте çитĕнÿ, çирĕп шанăç, тĕллевсемпе ĕмĕтсене пурнăçлама вара хастарлăхпа телей тата юрату сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                                М.А. Пуклаков

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ   А.В. Васильев

Дорогие юные друзья!

Поздравляем вас с Днем молодежи!

Молодость — золотое время, время открытий, ярких эмоций, самопознания. Вместе с тем это ответственный период, когда закладывается основа для дальнейшей жизни, будущих достижений.

Мы, взрослые, хотим, чтобы наши дети были лучше и талантливее нас, выросли достойными людьми, которыми будет гордиться Родина. Мы должны приложить все усилия, чтобы эти надежды осуществились.

Девушки и юноши, дорогие друзья!  Впереди у вас новые победы и большое будущее. Желаю успехов во всех ваших добрых начинаниях, оптимизма, настойчивости в достижении поставленных целей и исполнения желаний, счастья и любви!

Глава Урмарского района                           М.А. Пуклаков

Глава администрации Урмарского района  А.В. Васильев