Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем Победы

Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Çĕнтерӳ тунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа чунтан саламлатпăр.

Çак уяв  пирӗншӗн те, пӗтӗм ҫӗршывшӑн та чи хаклӑ та, чи пӗлтерӗшлӗ уяв.  Майӑн 9-мӗшӗ пирĕншĕн ӗмӗрлӗхех хӑюлӑх, Тӑван Ҫӗршыва юратнин символӗ пулĕ.

Пирӗн халӑхӑн паттӑрлӑхӗ палӑксенче, кӗнекесенче, фильмсенче, хуласемпе урамсен ячӗсенче ӗмӗрлĕхе юлнӑ.  Анчах чи кирли - пирӗн чӗресенче, пирӗн асра. Кашни ҫемьен хӑйӗн историйӗ, вӑрҫӑ ҫинчен хăйĕн асаилĕвĕ тата Аслӑ Ҫӗнтерĕве хывнă хăйĕн  тӳпи.

Эпир паттăрсене яланах асра тытатпăр, вĕсем ĕмĕрлĕхех пирĕн чĕресенче. Вăрçă хирĕнче пулнă тăванăмăрсен ҫарти сăнÿкерчĕксемпе медалĕсене типтерлĕн упраса пурăнса мӑнуксене паллаштаратпăр, вĕсен паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа паратпăр, мирлĕ пурнăçа хаклама вĕрентетпĕр.

Хаклӑ ветерансем, тыл ĕçченĕсем! Паттăрлăхăрпа хăюлăхăршăн пурсăра та çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕрлĕхех парăмра. Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул сунатпăр. Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе!


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                     М.А. Пуклаков


Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                        А.В. Васильев

Уважаемые жители Урмарского района!

 От всей души поздравляем вас с 75-й годовщиной Победы в Великой Отечественной войне

Это самый дорогой и самый важный праздник для каждого из нас и для всей страны. 9 мая навсегда останется символом мужества, силы духа, любви к Родине. 

Подвиг нашего народа увековечен в памятниках, книгах и фильмах, в названиях городов и улиц. Но главное – в наших сердцах и в нашей памяти. В каждой семье есть своя история, своя память о войне и свой вклад в Великую Победу.

Наши герои и память о них всегда с нами: с нами, когда бережем медали и военные фотографии наших родных, рассказываем детям и внукам истории их подвигов и испытаний, когда заботимся о ветеранах, трудимся на совесть, когда храним мир.

Дорогие ветераны, труженики тыла! Низкий вам поклон за вашу доблесть и мужество! Мы навсегда в долгу перед вами. Поздравляя вас с праздником, желаем крепкого здоровья, счастья и благополучия, неиссякаемой бодрости духа, долгих лет жизни! С праздником Великой Победы!

 

Глава Урмарского района                                            М.А. Пуклаков

 

Глава администрации Урмарского района                 А.В. Васильев