Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем пожилых людей

Аслă ăрăвăн хисеплĕ çыннисем!

Сире уявпа – Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе чун – чĕререн ăшшăн саламлатпăр.
Çак уява эпир ылтăн кĕркунне кунĕсенче, çут çанталăк пире хăйĕн илемлĕ тĕсĕсемпе савăнтарнă, уй-хирсем тутлă пахча-çимĕçпе сăйланă вăхăтра паллă тăватпăр.
Кашни çыннăн хăйĕн пурнăç çулĕ, хăйĕн ăраскалĕ, хăйĕн ватлăх ĕмĕрĕ. Эпир, çамрăксем, сирĕн тĕлĕнмелле вăйлă та ырă чĕресенчи пулăшăва, чăтăмлăха, юратупа вăй-халпа хавхаланулăха илетпĕр. Пире ăнтăлу, тÿрĕлĕх парнеленĕшĕн ăшă сăмахсем калатпăр.
Пире, çамрăксене, тĕрĕс çул çине тăратнăшăн, ăс панăшăн, тĕрĕс пурăнма вĕрентнĕшĕн тав тăватпăр, иксĕлми телей, чăннипех те канлĕ ватлăх сунатпăр, ĕмĕрĕр сирĕн вăрăм пултăр, сывлăхусем çирĕп пулччăр, хăвăр ачусемпе мăнуксемпе савăнмалла, мухтанмалла пултăр. Эсир яланах хисепре пулăр.


Вăрмар район пуçлăхĕ                                   Ю.А. Иванов

Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                               Д.Г. Иванов