Поздравление с Днем Республики
Вăрмар районĕн хаклă çыннисем!
Сире Республика кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!
Кăçал эпир чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине паллă тăватпăр. Çакă кунта çуралнисемшĕн, хăйĕн шăпине республикăпа çыхăнтарнисемшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн, ăна лайăхрах тума ăнтăлакансемшĕн пысăк уяв. Чăваш Ен - пирĕн пĕрлехи кил.
Чăваш патшалăхне йĕркеленин историйĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. 1920-мĕш çултан пуçласа паянхи кун таранах Чăваш Ен пуян историллĕ, хăйĕн нациллĕ, йăли-йĕркисене упраса хăварма пултаракан республика пулса тăчĕ. Паян та регионта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн актуаллă задачисене татса парассипе, пысăк калăпăшлă проектсене тухăçлăн пурнăçа кĕртессипе тĕрлĕ ĕçсем пыраççĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмашкăн, инвестицисем явăçтарма, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çынсен ырлăхне ÿстерессишĕн палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем пурнăçланаççĕ.
Палăртма кăмăллă, Вăрмар районĕ республика юбилейне тухăçлă ĕçпе кĕтсе илет. Эпир хамăр районта пурăнакан тава тивĕçлĕ учительсемпе, врачсемпе, ял халăх ĕçченĕсемпе, пултаруллă предпринимательсемпе чăннипех те мухтанатпăр. Пирĕн вĕренекенсем мĕнпур шайри конкурссемпе олимпиадăсенче хăюллăнах çĕнтереççĕ, пултарулăх коллективĕсем халăх хушшинче пысăк çитĕнÿсемпе палăрса тăраççĕ, спортсменсем вара чемпион ятне çĕнсе илеççĕ. Пирĕн ентешĕмĕрсем ĕçĕсемпе тăван район тата республика ят-сумне çĕклеççĕ, Чăваш Енре пурăнма хăтлă та меллĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Хаклă туссем! Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, ĕçре ырлăх, çитĕнÿсем, савăнăç, тăнăçлăх сунатпăр. Чăваш Енĕмĕр чечекленсе аталанса пытăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ М.А. Пуклаков
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В. Васильев
Дорогие жители Урмарского района!
Сердечно поздравляем вас с Днем Республики!
В этом году мы отмечаем замечательную дату – 100-летие Чувашской автономной области. Это большой праздник для всех, кто здесь родился, кто связал свою судьбу с республикой, живет ее настоящим и будущим, стремится сделать ее лучше. Чувашия – наш общий дом, объединивший людей самых разных судеб, характеров, поколений, конфессий и убеждений.
Велика и неоценима историческая значимость становления чувашской государственности. За время, прошедшее с 1920 года, Чувашия превратилась в республику с богатой историей, традициями и неповторимым национальным колоритом. И сегодня в регионе ведётся работа по эффективной реализации масштабных проектов, решению актуальных социально-экономических задач. Последовательно решаются серьёзные, востребованные временем цели, направленные на поддержку малого и среднего бизнеса, привлечение инвестиций, создание современных рабочих мест, повышение благосостояния людей.
Отметим, что юбилей республики Урмарский район встречает в созидательном трудовом ритме. Основное наше достояние – талантливые и трудолюбивые люди, искренне ценящие свою землю, и упорством которых достигнуты значительные успехи в социально-экономическом развитии района. Мы гордимся нашими жителями, среди которых - заслуженные учителя, врачи, работники сельского хозяйства, успешные предприниматели. Ученики наших школ уверенно побеждают в конкурсах и олимпиадах всех уровней, наши творческие коллективы пользуются неизменным успехом зрителей, спортсмены завоёвывают чемпионские звания. Наши земляки делами подтверждают истинное отношение к родному району и республике в целом, что в очередной раз доказывает - в силах каждого из нас сделать так, чтобы любимая сердцу Чувашия становилась всё более комфортнее для проживания и красивее.
Дорогие друзья! От всей души желаем всем вам крепкого здоровья, благополучия в делах, успехов, радости, мира, новых достижений, а Чувашской Республике – развития и процветания!
Глава Урмарского района М.А. Пуклаков
Глава администрации Урмарского района А.В. Васильев