Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем учителя

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе – Вĕрентекен кунĕ ячĕпе чĕререн тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламлатпăр.

Вĕрентекен кунĕ - чăннипех те чи савăнăçлă та ырă уявсенчен пĕри. Çак уява хăйсен пурнăçне пирĕн пуласлăха- çамрăк ăрăва – вĕрентсе воспитани паракансене халалланă. Ăслă та  ырă кăмăллă вĕрентекенсем мĕн пĕчĕкренех пирĕнпе юнашар. Вĕсем ачасене  тĕрлĕ  енлĕ  пĕлÿ илме пулăшаççĕ, ырă чунлă пулма, çут çанталăка юратма, тăван çĕр ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме вĕрентсе çитĕнтереççĕ.   

Çак савăк уяв кунĕнче вĕрентекенсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене професси ăсталăхĕшĕн, суйласа илнĕ ĕçе тата ачасене чунтан юратнăшăн, вĕсене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшнăшăн  чĕререн тав тăватпăр.    

Уяв ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.


Вăрмар район пуçлăхĕ                                    Ю.А. Иванов
Вăрмар районадминистрацийĕн пуçлăхĕ        Д.Г. Иванов

Уважаемые учителя, ветераны педагогической отрасли!

 От всей души поздравляем вас с профессиональным праздником - Днем учителя!

Действительно, день учителя – это один из самых добрых и веселых праздников, который  посвящен тем, кто отдал свою жизнь обучению и воспитанию молодого поколения.

 С раннего детства рядом с человеком находятся мудрые и чуткие педагоги. Они прививают ему любовь к знаниям, учат его различать добро и зло, способствуют формированию всесторонне развитой личности.

Выражаем слова искренней благодарности за ваш неустанный труд, душевный подход к работе, за то, что щедро делитесь с детьми глубокими познаниями, теплом сердец.

Поздравляя с праздником, от всей души желаем вам счастья,  доброго здоровья и новых профессиональных успехов!

 

Глава Урмарского района                             Ю.А. Иванов 

Глава администрации

Урмарского района                                          Д.Г. Иванов