Поздравление с Всероссийским днем семьи, любви и верности
Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем!
Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатпăр!
Çемье пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çыннăн тавра курăмĕ шăпах çемьере йĕркеленет, унтах вăл хăйне пурнăçра кирлĕ ăса ăша хывса çитĕнет. Эпир хамăра пурнăç тăршшĕнче мĕнлерех туясси те чылай чухне çемьери тăнăçлăхран килет. Çемье вăл – пирĕн чи çывăх та чи хаклă çыннăмăрсем, пиртен кашнинех хамăра чăннипех те телейлĕ туйма кирлĕ пĕчĕк те ырă тĕнче, вăл пире тĕрлĕ йывăрлăхсенчен хÿтĕлет, пурнăç савăнăçне парнелет, пирĕншĕн пуриншĕн те шанчăклă тĕрек пулса тăрать.
Çак уяв кунĕнче мăшăрсене çемье йăлисене çирĕп тытса пынăшăн тата ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ӳстернĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Пурне те ырлӑх, ҫирӗп сывлӑх тата килӗрте ытлӑх-ҫитлӗх сунатпăр! Кашни ҫемьере яланах савӑнӑҫ, ача кули, юрату, пӗр-пӗрне сума суни тата килӗшӳлӗх хуҫаланччӑр!
Вăрмар район пуçлăхĕ М.А. Пуклаков
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В. Васильев
Дорогие жители Урмарского района!
Сердечно поздравляем вас с Днем семьи, любви и верности!
Значение семьи невозможно переоценить. Именно в семье формируются основы мировоззрения человека, происходит его становление как личности. В течение всей жизни наше самочувствие во многом зависит от семейного благополучия. Ведь семья - это самые близкие и родные люди, это тот добрый, маленький мир, который нужен каждому из нас, чтобы стать по-настоящему счастливым, в ней мы находим спасение от жизненных невзгод и радость бытия, она является для нас надежной поддержкой и опорой.
В этот праздничный день выражаем искреннюю благодарность супружеским парам за верность семейным традициям, достойное воспитание детей. Желаем всем благополучия, крепкого здоровья и достатка в доме! Пусть в каждой семье всегда царят радость, детский смех, любовь, взаимоуважение и взаимопонимание!
Глава Урмарского района М.А. Пуклаков
Глава администрации Урмарского района А.В. Васильев