Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление со 100-летием образования органов внутренних дел Чувашии

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Чăваш Республикин шалти ĕçсен органĕсене туса хунăранпа 100 çул ятпа чун-чĕререн саламлатпăр!
Эсир право йĕркине сыхлассипе, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, вĕсен интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă кăткăс тата питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлатăр.
Районти шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем хăйсен служба тивĕçĕсене пысăк профессионализмпа тата яваплăха туйса чыслăн пурнăçланине палăртма кăмăллă. Вĕсем ăнăçлă тата тухăçлă ĕçленине кура районта преступленисене уçса парасси лайăхланать, профилактика мероприятийĕсем çине тимлĕх уйăрни правăна пăснă тĕслĕхсен шутне чакарма май парать.
Уяв ячĕпе саламласа полици сотрудникĕсене пурне те çирĕп сывлăх, кил вучахĕн ăшшине туллин туйма, иксĕлми вăй-хал, палăртса хунă тĕллевсемпе ĕмĕтсене пурнăçлама, гражданла общество çирĕплĕхĕшĕн тата халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассишĕн тăвакан кулленхи ĕçĕрте çитĕнÿсем сунатпăр.


Вăрмар район пуçлăхĕ                               М.А. Пуклаков

Вăрмар район  администрацийĕн пуçлăхĕ  А.В. Васильев

Уважаемые сотрудники и ветераны органов внутренних дел!

От всей души поздравляем вас с 100-летием образования органов внутренних дел Чувашии!

Вы выполняете сложную и очень важную работу по охране правопорядка, обеспечению безопасности граждан, защите их интересов и прав.

Сотрудники органов внутренних дел района с честью и достоинством несут службу, проявляя высокий профессионализм и ответственность при исполнении своего долга.  Благодаря слаженной и эффективной работе в районе увеличивается доля раскрываемых преступлений. Большое внимание уделяется профилактическим мерам, в результате которых снижается количество совершенных правонарушений. 

Поздравляя с праздником, желаем всем сотрудникам крепкого здоровья,  теплоты домашнего очага, неиссякаемой энергии, оптимизма, исполнения всех намеченных планов и надежд, успехов в повседневной служебной деятельности во благо стабильности гражданского общества и улучшения качества жизни населения.

Глава Урмарского района                          М.А. Пуклаков

Глава администрации Урмарского  района А.В. Васильев